Комсомольский муниципальный округ

Хăрушлăх ỹсни- наци кризизĕ

Юлашки çулсенче транспорт хатĕрĕсен шучĕ çав тери хăвăрт ỹсет. Пирĕн районта вĕсен хисепĕ 5 пине çывхарать, вăл шутран 2 пинĕшĕ- уйрăм çынсен. Район территорийĕпе федераллă çул иртет. Çакă, çулсем çинчи хăрушлăха ỹстеретех. Кунта йĕрке пултăр тесен транспорт хатĕрĕпе çỹрекенсем хăйсем тăрăшни кирлĕ. Кашни водителĕн çул çỹремелли правилăсене çирĕп пăхăнмалла. Унсăрăн аварисен шучĕ, вĕсенче çын вилесси, аманасси çулран-çул ỹссех пырĕ. Асăннă ыйтусене туллинрех çутатас тĕллевпе пирĕн корреспондент В.Гаврилов районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕпе А.А.Салицевпа тĕл пулса калаçнă.

_ Александр Андреевич, çулсем çинчи хальхи вăхăтри лару-тăрупа паллаштарсамăр?

_ Иртнĕ çул район территорийĕнчи çулсем çинче транспорт хатĕрĕсемпе 29 авари пулчĕ. Вĕсенче 6 çын вилчĕ, 29-ăн аманнă. 2002 çулта 26 аварире 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ, 29 çын йывăр аманса больницăра сипленнĕ. Кăçалхи 8 уйăхра 17 авари пулчĕ, 3 çын вилчĕ, 21-ĕн сусăрланчĕ. Аварисен шучĕ иртнĕ çулхи шайрах тăрать пулсан та, вилнисем те, аманнисем та ытларах пулчĕç. Çулсем çинчи лару-тăрăва çăмăл теме çук. Çавăнпа хаçат вулакансене Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй секретарĕн Кофи Аннанăн çак организацин Ассамблейин 58-мĕш сессийĕнче тунă "Глобальный кризис в области безопасности дорожного движения" докладĕнчи пĕтĕмлетỹсене илсе кăтартни те вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.

 _ Александр Андреевич, уйрăммăн илсен мĕн палăрт-нă-ха унта?

_ Хальхи вăхăтра çул çинчи аварисене пула çын йывăр аманни чи пысăк проблема пулса тăрать, обществăн пĕтĕм сийне пырса тивет. Тĕнчере 15-45 çулхи çынсем тĕрлĕ лару-тăрура аманса вилесси тĕп сăлтав пулса тăрать. Вăл шутран 25 проценчĕ çул çинчи аварисенче вилет. Акă, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ çакăн пек пĕтĕмлетỹ тунă: 2020 çул тĕлне аварисенче аманасси, çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăласси пĕтĕм вилекенсем шутĕнче виççĕмĕш вырăна тухма пултарать, çын сывлăхĕшĕн маляри, туберкулез, СПИД чирĕсенчен те хăрушăрах вырăна тухать. Çул çинчи аварисенче мĕн чухлĕ çын аманассин çĕршывсенчи кăтартăвĕ çул çинче çỹрекенсен категорийĕнчен килет. Акă, Швецире 10 пин транспорт хатĕрĕ пуçне 100 çын вилет. Пĕтĕм тĕнчипе аварисенче вилекенсем ытларах çамрăксем, 15-44 çула çитнĕ çынсем аварисенче вилнисен 50 процентне йышăнаççĕ. Çавăн пекех çул çинчи инкексенче арçынсем ытларах вилеççĕ, хĕрарăмсенчен 3 хут нумайрах. Çакăн пек лару-тăру çĕршывăн экономикипе социаллă пурнăçне тỹрремĕнех пырса тивет. Акă, Европа союзĕнче çулсерен çул çинчи аварисенче 50 пин çын вилет, 150 пин çын ĕмĕрлĕхех инвалид пулса юлать. Çакă 200 пин çемье пурнăçне инкек илсе килет. Автомашинăсем йышланнă май çынсем çуран сахалрах çỹреме пуçлаççĕ. Кунта вара сывлăх пирки шутлама тивет: çын самăрланма пуçлать, чĕре чирĕсем аталанаççĕ. Тепĕр енчен, аварисенче аманнисене, вилнисен çемйисене пулăшмалла. Ку вара çĕршыв экономикине аталантарма яма палăртнă укçа-тенкĕн хисепне чакарасси патне илсе пырать. Акă, пĕтĕм тĕнчипе аварисенчи инкексене саплаштарма 518 миллиард тенкĕ тăкакланать.

_ Çул çинчи хăрушлăх мĕнле факторсемпе палăрса тăрать-ха?

_ Пĕрремĕшĕ__ хăвăртлăха ỹстерни. Нумай хутчен тĕпчесе пĕлни çакна кăтартса панă: хăвăртлăха 1 процент чакарсан çул çинче инкексем 2-3 процент сахалрах пулаççĕ. Çын вилесси вара 4-6 процент таранах чакать. Тепĕр тĕслĕх: автомобиль хăвăртлăхне сехетре 30 километртан 80 километр таран ỹстерсен çуран çын аварине лексе вилесси 8 хут ỹсет. Иккĕмĕшĕ - ỹсĕр водитель, çуран çỹрекен ỹсĕр çын. Çавсем ĕнтĕ аварие ытларах лекеççĕ (кăшт кăна ĕçнĕ пулсан та). Виççĕмĕшĕ - шлем. Тĕпчев çакна кăтартса панă: пур енчен те тивĕçтерекен конструкциллĕ шлем тăхăнни çул çинчи аварисенче пуçа амантассине 20-45 процент таран чакарма май парать. Тăваттăмăшĕ-_ хурушсăрлăха ỹстерме пулăшакан хатĕрсем. Пĕтĕмлетỹсем автомашина çинче малта ларса пыракан пассажир хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнсан аварисенче вилессине 61 процент таран чакарнине кăтратнă. Пиллĕкмĕшĕ - аварисенче аманнисене вăхăтра медицина пулăшăвĕ парасси. Авари пулнă вырăна васкавлă медицина пулăшăвĕ çитсе ĕлкĕреймен пирки (уйрăмах яллă вырăнсенче) аманнă çын пурнăçĕ çийĕнчех татăлать. Ăна вăхăтра пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парса больницăна илсе çитерсен вилĕм-рен çăлса хăварма пулать.

_ Çул çинчи аварисен шутне мĕнле майсемпе чакарма пулать-ха?

_ Чăн малтан çулсене пăхса тăрассине тивĕçлĕ шая çитермелле. Çавăн пекех çул хĕрринчи паллăсене уççăн кăтартмалла, хăрушсăрлăх стандарчĕсене ĕçе кĕртмелле. Вĕсен шутне хăвăртлăх стандарчĕ, водительсем ỹсĕрпе руль умне ларнине хирĕç кĕрешмелли правилăсем кĕреççĕ. Çавăн пекех çул çинче çỹремелли правилăсене çирĕп пăхăннине тĕрĕслемелле. Кунта ытти факторсем те пур. Сăмахран, аварисенче транспорт хатĕрĕ хăй çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратмалла ан пултăр. Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Асамблейин сессийĕ Пĕтĕм патшалăхсене çул çинчи аварисене чакарассине, хăрушсăрлăха ỹстерессине наци стратегийĕ тесе шутлама ку енĕпе тĕллевлĕ программа туса хума чĕнсе каланă.

 _ Александр Андреевич, юлашкинчен мĕн каланă пулăттăр?

 _ Çул çинчи хăрушлăх ỹссех пыни - кашни çĕршыв умĕнче тăракан тивĕçсĕр пысăк проблема. Чăннипе те наци кризисĕ вăл. Пирĕн çĕршывра та, республикăра та, районта та çавах вăл. Шутласа пăхăр-ха, Раççейре çулсерен çулсем çинчи аварисенче 30 пин ытла çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Урăхла каласан, кашни çул пирĕн районти халăх йышĕ чухлĕ. Çакă экономикăра та, социаллă пурнăçра та пысăк йывăрлăхсем кăларса тăратнине кашниех лайăх ăнланать. Апла пулсан транспорт хатĕрĕ çине ларса тухакан кашни водитель, ГИБДД сотрудникĕ çул çинчи хăрушсăрлăха ỹстересси пирки пур майсемпе усă курса тăрăшмалла.



"Каçал Ен"
18 сентября 2004
00:00
Поделиться