Комсомольский муниципальный округ

Районта - ялхуçалăх министерствин кунĕ

Хуласемпе ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулса куçа-куçăн калаçмалли тĕрлĕ формăсемпе усă курать Чăваш Республикин правительстви. Çакă икĕ енĕшĕн те усăллă: ял-хула халăхĕ хăйĕн нушисем çинчен çапла майпа "çỹлтисем" патне çитерет, влаçрисем вырăна тухса курса вĕсене пулăшмалли, çав ыйтусене татса памалли майсем шыраççĕ. Акă, сентябрĕн 15-мĕшĕнче пирĕн районта ЧР Ялхуçалăх министерствин кунĕ пулчĕ. Шупашкартан килнисене министрăн пĕрремĕш çумĕ В.В.Григорьев ертсе пычĕ. Министерство тата район администрацийĕн специалисчĕсем икĕ ушкăна пайланса ĕçлерĕç. В.Григорьевпа Г.Волков ушкăнĕ "Асаново", "Восток", "Труд", "Рассвет" кооперативсене çитсе курчĕ, унти ĕçченсемпе тĕл пулчĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн аграри политикин тата экологи комитечĕн председателĕпе А.Самылкинпа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ялхуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Г.Киргизов вара "Искра", "Слава" хуçалăхсенче, "Комсомольскагропромхими" УАОра ĕç çыннисемпе тĕл пулчĕç. "Искра" колхозра кĕрхи культурăсене 132 гектар акса хăварнă. Халĕ ял çыннисем çĕрулми уйĕнче вăй хураççĕ. "Иккĕмĕш çăкăр" 50 гектар йышăнать кунта. Кỹршĕллĕ Чутей ялĕнчен те пулăшма килнĕ хырайĕнелсене. Сахăр чĕкĕнтĕрĕн уйĕ таса, çумкурăксăр, вăл аван тухăç пама шантарать. "Искрăра" мăйракаллă шултра выльăх фермине хĕле хатĕр-лесе çитернĕ. 234 тонна утă, 824 тонна сенаж, 221 тонна улăм янтăланă. Вĕсене пурне те витесем çывăхне турттарса хунă. Туса илнĕ продукцине ăçта вырнаçтарас ыйтусăр пуçне ял çыннисене канăç паман ытти япала та пур. Культура çурчĕ çук, нумай çул каялла темиçе йĕрке кирпĕч хунă та çавăнпа ĕç пăчланнă. "Çамрăксен пушă вăхăтне ирттерме вырăн кирлĕ. Унсăрăн усал ĕçпе çыхланасси те часах. Тата газ кĕртнĕ чухне колхоз 850 пин тенкĕ укçа тăкакланăччĕ. Çавна халь подрядчик, "Спецмонтажгаз", каялла тавăрса памасть. Колхоза укçана тавăрса пама пулăшсамăрччĕ",- тилмĕрчĕç колхозниксем. Ĕç укçине вăхăтра тỹлеççĕ, пĕлтĕр уйăхри вăтам шалу 2100 тенкĕ пулнă, кăçал 20 процент чухлĕ ỹстернĕ. "Славăра" вара ял ĕçченĕсем сахăр кăшманĕн уйĕнче тăрăшаççĕ. Унăн тухăçĕ 320 центнертан кая мар. Сахăр кăшманне алăпа та, комбайнпа та кăлараççĕ. Ăçта вырнаçтарасси пирки пуç ватмалла мар, Сергачри сахăр завочĕпе килĕшỹ тунă. Çĕрулмине туянма вара Пермьран, Пензăран, Хусантан килеççĕ. Çак продукцисен хакĕ пĕчĕкреххи пăшăрхантарать. Выльăх-чĕрлĕх фермине те çитсе курчĕ ĕçлĕ ушкăн. Витесене май уйăхĕнчех юсаса - шуратса хунă. Ĕнесене "Делаваль" установкăпа сума пуçланăранпа сĕт пахалăхĕ чылай лайăхланнă, ăна заводсем чи пысăк сортпа туянаççĕ, çавна май хакĕ те ỹснĕ. Витесем, ферма картишĕ тирпейлĕ, таса пулни хăнасен кăмăлне кайрĕ. Выльăх апатне кунта çĕнĕ технологипе, пĕтĕм усăллă япаласене сыхласа хăварма май паракан меслетпе - пленкăсем ăшне чĕркесе упрама хунă, шурă çаврашкасем таçтанах курăнса тăраççĕ. "Славăра" 200 гектар кĕрхи çĕртме тунă. "Ыттисене сухаламастпăр. Кĕрхи культурăсене Пенза меслечĕпе акăпăр. Çĕре лайăх вăрлăх хывса хăвармасан пысăк тухăç илеймĕн. Вăрлăха çĕнетес тĕллевпе кĕрхи ырашăн "Безенчугская-87" элитăллă сортне туянтăмăр. Сентябрĕн 20-мĕшĕ хыççăн акма тухасшăн",- терĕ хуçалăх председателĕ А.Потемкин, кооперативри ĕçсемпе паллаштарнă май. "Комсомольскагропромхими" УАОри техника пĕрре те пушă лармасть тесен те юрать. Хуçалăхсене çĕре фосфор, извеç хывма, уя тислĕк турттарма тата ытти ĕçсенче 18 трактор, 18 автомашина пулăшать. Хамăр районта çеç мар, Тутарстан Республикинче те ĕç тупăнсах тăрать химиксем валли. Кунти техника кивелсе çитнĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕренпе ним те туянман. Çапах рабочисем вĕсене юсаса çĕнĕ пурнăç кĕртеççĕ те рейса тухаççĕ. Вăтам ĕç укçи кунта 2000 тенкĕ, пĕлтĕрхинчен 500 тенкĕ ытларах. "Тавах сире предприятине упранăшăн, рабочисене ĕçсĕр хăварманшăн. Акă, Патăрьелĕнчи "Агропромхими" панкрута тухас патне çитнĕ",- терĕ А.П.Самылкин. "Слава картофелю" агрофирмăра чăн-чăн çĕрулми индустрийĕ тейĕн. Кунта ĕç вĕресе кăна тăрать: "иккĕмĕш çăкăра" сортлаççĕ, михĕсем çине тултараççĕ, хранилищĕне кĕртеççĕ... Çĕрулмин пĕр килограмне 5 тенкĕпе сутаççĕ кунта. Мускавран, Пензăран, ытти çĕртен килеççĕ туянакансем. Пахалăхлă продукци тивĕçтерет вĕсене. Кăнтăрла иртсен район администрацийĕн ларусен залĕнче хуçалăхсен руководителĕсемпе, район активĕпе канашлу пулчĕ. Ăна ялхуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.В.Григорьев ертсе пычĕ. Ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов районти вырма ĕçĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе тата кĕр аки епле пынипе паллаштарчĕ. ЧР Ялхуçалăх министерствин финанс тата кредит политикин, çĕр ĕçĕпе тата ỹсентăрансем енĕпе ĕçлекен уйрăмĕсен начальникĕсем С.А.Иванова, Г.В.Тихонов та сăмах илчĕç, хуçалăх ертỹçисен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Владимир Григорьев ялхуçалăхĕнчи ĕç эффективлăхне ỹстермелли, тĕнчере малта пыракан çĕнĕ технологисем çине куçмалли пирки калаçрĕ. "Кăçалхи тырă тухăçĕ пĕчĕк пулнăшăн çанталăка кăна айăпламалла мар, сăлтавне хамăр ĕçлеме пĕлменнинче шырамалла. Кивĕллех, вун-вун çул каяллахи пекех ĕçлетпĕр. Акă, Пенза облаçĕнче шанăç çинче никĕсленнĕ (товарищество на вере) "Пугачевское" хуçалăх пур. Унта кăçал та гектартан 36 центнер тĕштырă илнĕ",- терĕ Владимир Викторович. Чăваш Республикин правительстви ялхуçалăхне пулăшас тĕллевпе мĕнле утăмсем тунине те каласа пачĕç министерство ĕçченĕсем. Продукцине реализацилес ыйтупа пĕрлех ăна вырăнта тирпейлесси çинчен те шутласа пăхма тивет. Çакна тума тахçанах вăхăт ĕнтĕ. В.Григорьев ял ĕçченĕсене çурт лартма укçа-тенкĕ пани çинчен ĕнентерекен свидетельство пачĕ. 


"Каçал Ен"
18 сентября 2004
00:00
Поделиться