Уяв çитет
Пенсие тухнă çынсем хăйсен ятарлă уявне яланах кĕтеççĕ, хатĕрленеççĕ. Праçник кунĕнче ватăсем савăнăçлă пухăва васкаççĕ. Нумай çул пĕрле ĕçленĕ юлташĕсемпе, тусĕсемпе курнăçаççĕ, пурнăç ыйтăвĕсене сỹтсе яваççĕ, малашлăха палăртаççĕ. Пенсионерсене, хуçалăхра нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене хуçалăх ертỹçисем, ял администрацийĕсем ăшшăн кĕтсе илеççĕ çеç мар, вĕсен уява тулли кăмăлпа ирттермелле пултăрччĕ тесе сахал мар ĕçлеççĕ. Ватăсене хĕл валли çурт-йĕрне юсаса çирĕплетме, выльăх апачĕпе, вут-шанкăпа тивĕç-терме тăрăшаççĕ. Уяв пухăвĕсенче халĕ ĕçлекеннисем хăйсен ĕçĕпе, пурнăçĕпе паллаштараççĕ. Пенсире пулсан та, нумай ватă тăван хуçалăха вăй-хал çитнĕ таран пулăшать, çамрăксене воспитани парассипе сахал мар ĕçлет. Чылай çĕрте уяв пухăвĕсенче пенсие кайиччен çак хуçалăхра тăрăшнă, халĕ те çыхăну татман çынсене ятран асăнсах чыслаççĕ, Хисеп хучĕсем, парнесем пама та манмаççĕ. Культработниксем тата ял çамрăкĕсем концертсем лартни те, пухăннисене тутлă апат-çи-мĕçпе сăйлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ватă çынсене вĕсене манманни, хисеплени темрен те хаклă. Пенсие тухсан пĕрле ĕçленĕ çынсемпе нумайăшĕ час-часах тĕл пулаймасть. Уява пухăнсан вара сĕтел хушшине ларса ăшшăн калаçаççĕ, кун пек хисепленĕ чух татах та нумай пурăнас ĕмĕтсем çирĕпленеççĕ. Пирĕн районта Ваттисен кунне кашни çулах лайăх хатĕрленсе ирттернине палăртма кăмăллă. Уявра пулнисем çакăн пек хисепе тепĕр çулччен те манмаççĕ. Çакна та каламалла. Иртнĕ çулсенче хăшпĕрисем уяв çинчен пĕлмесĕрех юлнă. Теприсем сывлăхĕ хавшанă пирки килтен тухайман. Кайран вара "Пире хисеп тумарĕç" тесе кỹренеççĕ. Кăçал ун пек тĕслĕхсем ан пулччăрччĕç. Кама çỹреме йывăртарах, ун патне лашапа е машинăпа пырса илсен, çын кăмăлĕ тулать. Теприсем патне килне кайса саламлама ỹркенес марччĕ. Ватă çын хăйне хисепленине нихăçан та манмасть. Ватта хисеплени малашлăхпа та тỹрремĕнех çыхăнать вĕт: çамрăксем те ватăлаççĕ-çке. Иртнĕ çулсенче çапла та пулкаларĕ: хуçалăх ертỹçисем пенсионерсене килне пырса саламласа укçа парса хăвараççĕ те, уяв ирттернĕ тесе шутлаççĕ. Вĕсене пĕр çĕре пухса калаçнин пĕлтерĕшĕ укçаран та хаклине манас марччĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, уяв мĕнле пуласси ăна епле хатĕрленнинчен те килет. Вăхăт нумай юлмарĕ, Ваттисен кунне паянах хатĕрленме пуçламалла. Уяв чăннипех уяв пек пултăр, ăна ячĕшĕн ирттернин усси сахал. Хуçалăх ертỹçисем, ял администрацийĕсем, профкомсем Ваттисен кунне лайăх хатĕрленессе, ватăсен кăмăлне туллин тивĕç-терессе шанас килет.
"Каçал Ен"