Комсомольский муниципальный округ

01 Пĕлтерет. ШКУЛСЕНЧЕ ПУШАР ХĂРУШСĂРЛĂХĕ ПЫСĂК

 Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн районти "Госпожнадзор" уйрăмĕ, РУОн, "Санэпиднадзор" центрĕн специалисчĕсем пĕрле районти шкулсенче пулса вĕсем ачасене кĕтсе илме мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслерĕç, уйрăмах вĕрентỹ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхне çирĕплетес енĕпе тунă ĕçсемпе интересленчĕç. Тĕрĕслев районти чылай шкулта пушар хăрушлăхне çирĕплетсе пырасси тивĕçлĕ шайра пулманнине кăтартрĕ. Автоматла пушар сигнализацине пăхса тăмаççĕ, юсамаççĕ. Кун пек оборудование районта 11 шкулта çеç вырнаçтарнă. Пилĕк шкулĕнче сигнализаци ĕçлемест. Чылай шкулта пушар сỹнтерме шыв çук, щитсем çинче пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсем çителĕксĕр. Çĕр айĕнчи пушар резервуарĕсем 14 шкулта пур. Тукай Мишер, Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсенче çĕр айĕнчи тăватă шыв цистернинчен иккĕшĕ юсавсăр. Хăшпĕр шкулсенчи шыв цистернисем вырнаçнă вырăнта пирамидăсем лартман, кăтарту паллисем çук. Урмаел вăтам, Тутар Шурут пуçламăш шкулĕсенче, Тукай, Чурачăк шкулĕсенче столовăйсенче пушар хăрушлăхĕ пирки асăрхаттаракан паллăсем çук. Вăрманхĕрри Чурачăк пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп, Çĕнĕ Мăрат, Нĕркеç, Хырхĕрри, Комсомольски 1-мĕш вăтам, Дубовка, Çĕнĕ Шăхран пуçламăш шкулĕсен çурчĕсенче çиçĕмрен хỹтĕлемелли установкăсем çук. Кун пек установкăна Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕн столовăйĕ çинче те вырнаçтарман. Хăшпĕр шкулсен директорĕсем электрохуçалăха йĕркене кĕртес тесе тăрăшмаççĕ. Розеткăсем, выключательсем çĕмрĕк, распредкоробкăсем çинче хупписем лартман. Ку енĕпе ытти çитменлĕхсене те пĕтерме васкамаççĕ. Чылай шкулăн йывăç стенисене, маччисене штукатурка туман, çулăмран хỹтĕлемелли сăрăсемпе, лаксемпе сăрламан, мачча тăррисене те çулăмран хỹтĕлемен, ятарлă составпа витмен, сĕрмен. "Çиçĕм çиçмесĕр хресчен сăхсăхмасть", - теççĕ. Пушар хурăшсăрлăхне çирĕплетес енĕпе кашни шкулта тивĕçлипе ĕçлемелле, мероприятисен ятарлă планне çирĕплетсе пурнăçа кĕртсе пымалла. Çавăн чухне çеç инкек сиртен айккинчен пăрăнса иртĕ


"Каçал Ен"
22 сентября 2004
00:00
Поделиться