ТУКАЙРА ÇĔРУЛМИ ШУЛТРА
Пĕр вăхăтра районта çĕрулми лаптăкне, пысăк тупăш памасть тесе, самаях чакарнăччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн хуçалăхсем çак культура патне тепре таврăнчĕç. Мĕншĕн тесен вăл пирĕн климатра лайăх ỹсет, ăна çитĕнтермелли агротехника чăваш хресченне çывăх. Акă, кăçал районти хуçалăхсем "иккĕмĕш çăкăра" 1425 гектар лартнă. Çак вăхăт тĕлне ăна 972 гектар çинчен пуçтарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Пĕтĕм лаптăкăн 68 проценчĕ. Районĕпе гектарăн вăтам тухăçĕ 180 центнерпа танлашать. Тухăç уйрăмах "Слава картофелю" агрофирмăра, "Слава", "Луч", "Урожай" хуçалăхсенче пысăк - 200-тен пуçласа 265 центнер таранах. Кăçал "иккĕмĕш çăкăр" "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнче те аван пулнă. Ăна кунта Голланди технологийĕпе çитĕн-тереççĕ, çакă лайăх витĕм кỹрет те ĕнтĕ. Акă, сентябрĕн 15-мĕшĕнче кунта Ялхуçалăх министерствин кунне килнисем шултра çĕрулмине курса тĕлĕнчĕç. Министр çумĕ В.В.Григорьев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарма тухнă çынсемпе тĕл пулчĕç. Уя пĕтĕм ял куçса тухнă тейĕн - кунта дояркăсем, механизаторсем, специалистсем.Пурĕ 122 çын хутшăнать çак ĕçе. "Рамоно", "удача", "розара" сортсем аван тухаççĕ, вăтам тухăç- 200 центнер ытла. Министерство кунне хутшăннисем çавăн пекех "Труд", "Асаново", "Восток" хуçалăхсенче те пулнă. Ял çыннисен, тĕпрен илсен, хальхи вăхăтри тĕп ыйтăвĕ- çĕрулмине вырнаçтарасси. Ара, районти кооперативсенче вăтамран 15 пин тонна, килти уйрăм хуçалăхсенче 11 пин тонна яхăн пуçтарăнать-çке çак çимĕç. Туянма килнисене сутма пулĕ-ха, анчах хакĕ йỹнĕ. Çавăнпа та васкаса сутмасть çĕр çынни хăй тарĕпе туса илнĕ продукцие. Кăштахран - хĕлле е çуркунне - хак ỹсессе кĕтсе путвалсене упрама хуракан та сахал мар
"Каçал Ен"