Комсомольский муниципальный округ

ЯЛТИ ЯТЛĂ ÇЫНСЕМ. ТĂВАН КИЛЕ ТАВРĂНСАН

Сеитзада Мингалиевич Гимаев 1934 çулта Чĕчкен ялĕнче çуралнă. Вĕсен йышлă çемье, 10 ача пулнă. Çавна май пурте пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ỹснĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Сеитзада Фрунзери вĕçев училищине вĕренме кĕнĕ. Вăл вăхăтра кунта Раççейри çамрăксем кăна мар, социализмлă чылай çĕршыври яшсем те пĕлỹ илнĕ. Вĕсенчен пĕри хальхи Сири Президенчĕ Хафис Асад. Летчик специальноçне алла илсен С.Гимаев тăван ялне таврăннă, унта ăна юратнă хĕрĕ Факия кĕтнĕ. Çамрăксем пĕрлешнĕ. Сеитзадана Челябинск облаçĕнчи Троицка çар службине кайма направлени панă. Летчик-истребитель ĕçре ырă тĕслĕх кăна кăтартнă. Шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа тăрăшнă. Çемье те хутшăннă, Рената çуралнă. Халь вăл Первоуральск хулинче пурăнать, врачра ĕçлет. Çар çыннин пурнăçĕ вырăнтан-вырăна куçнипе, пĕрехмай тенĕ пекех çул çỹренипе çыхăннă. С.М.Гимаева Пермь облаçĕнчи Красновешенскри çар чаçне куçарнă. Çемьере Динарăпа Дамир хушăннă. Паянхи кун вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Пĕри медсестра, тепри- инженер. Факия та пĕлỹ шайĕпе мăшăрĕнчен юласшăн пулман. Перьмри патшалăх пединститучĕн историпе филологи факультетĕнче, вырăс чĕлхипе литература уйрăмĕнче вĕреннĕ. Каллех инçе çула тухмалла. Хальхинче вĕсем Ханты-Мансийск округĕнчи Инта хулинче чарăннă. Сеитзада Мингалиевич питĕ ăста та пултаруллă, хастар та хăюллă пилот пулнине кăтартса панă. Май килнĕ таран мăшăрне кил-çуртри ĕçсене тума, ачасене воспитани пама пулăшнă. "Çав çулсенче эпĕ ТЭЦ-ра механикра ĕçлеттĕм. Çавна май мăшăрăм мана çемьере нумай пулăшатчĕ",- аса илет хĕрарăм. Уйрăмах кил хуçи пельмен хатĕрлесе пĕçерме юратать, блюдо питĕ сĕтеклĕ пулать. Кунта Нажтия çуралнă. Гимаевсем каллех çула тухнă. Сеитзада Мингалиевичăн служби Тюмень облаçĕнчи Комсомольск поселокĕнче иртет. Кайран вĕсене Челябинска куçараççĕ. Кунта ăна подполковник званийĕ параççĕ. Кил хуçи запаса тухнă хыççăн Гимаевсем Шупашкарта тĕпленеççĕ. Сеитзада Мингалиевич промышленноç тракторĕсем туса кăларакан заводра ертỹçĕре тăрăшать. Шаннă çĕрте яланхи пекех пысăк яваплăхпа вăй хурать. Тăван ял хăй патнех туртать. Вĕсем Чĕчкене таврăнаççĕ. С.М.Гимаев тăван халăх йăли-йĕркине, тĕнче культурине яланăх пăхăнса, юратса пурăнать. Вăл ислам тĕнне вĕренме пуçлать. Халĕ Сеитзада Мингалиевича Чĕчкенте кăна мар, республикăра те аван пĕлеççĕ. Ăна Чăваш Республикинчи мăсăльмансен духовнăй управленийĕн Указĕпе килĕшỹллĕн Чĕчкенте имам пулма шаннă. Çавăн пекех вăл Казый (Чăваш Республикинчи мăсăльмансен духовнăй управленийĕн муфтин çумĕ). С.М.Гимаев тăрăшнипе Чĕчкенти мечет çумĕнче медресе (ачасем валли шкул) уçăлнă.


"Каçал Ен"
22 сентября 2004
00:00
Поделиться