КООПЕРАТОРСЕМ ТĂРĂШУЛЛĂ
Республикăри, Раççейри потребительсен обществисем хушшинче пирĕн райпо миçе çул ĕнтĕ тăтăшах малти вырăнсенче пырать. Кăçал та магазинсенче, суту-илỹ предприятийĕсенче вăй хуракансем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Акă, 8 уйăхри пĕтĕмĕшле тавар-çаврăнăшĕ 109,3 миллион тенкĕпе танлашрĕ. Вăл шутран обществăлла апатлану предприятийĕсенче ĕçлекенсен таварçăврăнăшĕ 10,1 миллион тенке çитрĕ. Пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕнче апат-çимĕç продукчĕсем 59,6 миллион тенкĕ йышăнаççĕ.
"Каçал Ен"