ПИРĔН ИНТЕРВЬЮ. СЛУЖБĂНА- ÇАР ТУМĔПЕХ
Кĕркуннехи призыв пуçланас кунсенче пирĕн корреспондент В.Гаврилов районти çарĕç комиссарĕпе С.Г.Кузьмин подполковникпа тĕл пулса калаçнă.
_ Сергей Гранатович, калаçăва çамрăксене çар службине кайма хатĕрлесе ăсатас пирки пуçланă май, малтан çуркуннехи призыв пĕтĕмле-тĕвĕсемпе паллаштармăр-и?
_ Çуркуннехи призывăн медицина комиссине 1977-1986 çулсенче çуралнă 188 çамрăка чĕннĕ. Комисси витĕр 176-шĕ тухрĕ, 107-шĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен çар службине кайма юрăхли паллă пулчĕ. Тĕрлĕ сăлтавсене пула (çемьери лару-тăру, вĕренни тата ытти те) 132-не çар службине каяссинчен вăхăтлăха хăтарма тиврĕ. Çар чаçĕсене 43 çамрăка ăсатмалаччĕ, службăна 44 çамрăк тухса кайрĕ. Çапла вара республикăра çарĕç комиссариачĕ умĕнчи хамăрăн тивĕçе чыслăн пурнăçларăмăр тесех каламалла.
_ Ытти çулсенче çар службинчен пăрăнас шухăшлă çамрăксем те тупăнкалатчĕç. Кăçал вара ĕç-пуç мĕнлерех тăрать?
_ Çав евĕрлĕх темелле. 12 çамрăк медицина комиссине килме кăмăл тумарĕ. Ашшĕ-амăшĕ ывăлĕ инçете ĕçлеме тухса кайни çинчен пĕлтерет. Тукай ял администрацийĕнчен комиссире 4 çамрăк пулмарĕ, Аслă Çĕрпỹелпе Хирти Сĕнтĕр тăрăхĕнчи 2-шер призывник халĕ те медкомисси витĕр тухман-ха. Александровка, Урмаел, Комсомольски, Шурут ял администрацийĕсенчен çарĕç комиссариатне пĕрер çамрăк килмерĕ. Пире пулăшас тесе районти шалти ĕçсен пайĕ, уйрăмах участоксенчи уполномоченнăйсем çак çамрăксен йĕрĕ çине ỹкме тăрăшаççĕ.
_ Сергей Гранатович, кĕркуннехи призыв çывхарать...
_ Çапла. Вăл октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланать. Медицина комиссийĕ витĕр 232 çамрăк (1977-87 çулсенчисем) тухмалла. Вăл октябрĕн 4-7-мĕшĕсенче витĕмлĕ ĕçлемелле. Кунсерен 50 ачан сывлăхне тĕрĕслемелле, çар службине кайма юрăхлине палăртмалла. Районти çарĕç комиссариачĕ хальхи призывра та хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçласса шансах тăратăп. Анчах та ашшĕ-амăшĕсем, призывниксем валли çĕнĕлĕх пур. Ун çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрасшăн. Мускав облаçĕнчи çамрăксене Инçет Хĕвелтухăçĕнчи çар чаçĕсене мĕнлерех ăсатнине хаçат вулакансем лайăх астăваççех ĕнтĕ. Ун çинчен телевидени, радио чылай вăхăт тарăхса калаçрĕ, хаçат-журналра çырчĕç. Сăлтавĕ паллă: 40-50 çамрăк çар чаçне çитичченех шăнса йывăр чирлерĕ. Пĕри вара çар служби мĕнне пĕлеймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Паллах, ачасене çар чаçне тĕрĕс-тĕкел илсе çитерме ти-вĕçлисем явап тытнах. Анчах ĕçĕ ун çинче мар-çке. Ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем, çывăх çыннисем, юлташĕсем çамрăка салтакран киле сывă таврăнма ырă сунса, пехил парса ăсатса яраççĕ. Мускав облаçĕнчен каякан ачасемпе вара пысăк пăтăрмах сиксе тухнă. Çакна шута илсе Раççей Федерацийĕн Оборона министерстви кăçалхи августăн 12-мĕшĕнче Д-43 номерлĕ директива йышăннă. Унта кĕркуннехи призыва тивĕçлипе йĕркелесси, призывниксене çар чаçĕ-сене илсе çитерессинче яваплăха ỹстересси пирки каланă. Çак директивăпа килĕшỹллĕн, çара каякан çамрăксене сборнăй пунктрах çар тумне тăхăнтартаççĕ. Урăхла каласан, эшелон е самолет çине ларичченех. Кашни призывник сборнăй пунктра çĕлĕкрен пуçласа алшăлли, сăмса тутри таранах (супăнне те) илет, пурĕ 14 тĕрлĕ япала, 1950 тенкĕлĕх. Медицина комиссине килекен çамрăксем вĕсем çинчен районти çарĕç комиссариатĕнче тĕплĕн пĕлĕç, списокне стена çинех çакса хунă. Ытти çар тумтирне вара призывниксем чаçе çитсен илеççĕ.
_ Кун пирки ашшĕ-амăшĕсене мĕн каланă пулăттăр?
_ Паллах, вĕсен умĕнче ачана килтен мĕн тăхăнтартса ăсатса ямалли пирки ыйту сиксе тухатех ĕнтĕ. Килти тумтире сборнăй пунктра пăрахса хăвармастăнах, ăна каялла илсе килмелле, салтак тумне тăхăнсан вăл çамрăка текех кирлĕ мар.
_ Сергей Гранатович, юлашкинчен призыв комиссийĕн ĕçĕ пирки темиçе сăмах каламăр-ши?
_ Унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, РУО начальникĕ Н.А.Максимов. Комисси йышĕн-че эпĕ, районти шалти ĕçсен представителĕ те пур. Унсăр пуçне район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Т.С.Тимергалеева, районти ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Н.В.Антонов, çарĕç комиссариачĕн фельдшерĕ М.Ю.Козлова (вăлах комисси секретарĕ) призыв комиссине кĕреççĕ. Пурте хăйсен тивĕçне чыслăн пурнăçласа пыраççĕ, яваплăха туйса ĕçлеççĕ, призыв тапхăрне çỹллĕ шайра ирттерессишĕн тăрăшаççĕ.