Комсомольский муниципальный округ

ÇИТĔНỸСЕМ- КИЛĔШТЕРСЕ ĔÇЛЕНИНЧЕ

Тăманлă Выçли ялĕнче шкул ял хĕрринче вырнаçнă. Юнашарах- сад пахчи, культура çурчĕ. Тимĕр алăка уçатăн та çерем пуснă картишне пырса кĕретĕн. Сулахайра тата сылтăмра чечек клумбисене асăрхатăн. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексем кĕркунне çитнине те пăхмаççĕ тейĕн, иле-мĕпе çуллахинчен те кая мар илĕртеççĕ. Шкул 2000 çулта çĕр çул тултарчĕ. Хальхи вăхăтра ачасем вĕренекен тĕп çурта 1938 çултах хута янă. Йывăçран пураласа тунăскер ларать-ха хальлĕхе. Унпа пĕр çулхисем сахал районта. Тултан тĕссĕртерех курăнакан çĕре кĕрсен йăлтах урăхла - хулари чаплă шкула лекнĕ тейĕн: стена-маччасене илемлĕ сăрăпа сăрланă, тĕрлĕ стендсем, сăнỹкерчĕксем вырнаçтарнă. Классем тирпейлĕ те таса. Вĕренме условисем начар мар. Газ кĕртнĕ. Хĕллехи вăхăтра та ăшă та хăтлă. Паллах, йĕркелĕхпе тирпейлĕхе тытса пыма çăмăлах мар- чылай тăрăшма, ĕçлеме тивет. Кашни кун пĕр пăта çапмасан хуçалăх арканма пуçлать, теççĕ халăхра. Çитмĕл çултан иртнĕ шкул çуртне çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрлесе çитерме тăманлăвыçлисене çăмăлах пулмарĕ пулин те алăсене усса лармарĕç вĕсем. Иккĕмĕш çул районти вĕрентỹ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленнине тĕрĕслекен смотр-конкурсра çĕнтерỹçĕ пулса тăма пултарчĕç. Шкул директорĕ Ю.Н. Емельянов ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен килет çакă. Туслă коллектив вăй хурать кунта: 22 вĕрентекен тата тĕрлĕ ĕç тăвакан 9 çын. "Ку ман ĕç мар",_ текенсем çук кунта, кашниех май килнĕ таран пĕрлĕхлĕ ĕçе хутшăнать. Паянхи кун шкулта Тăманлă Выçлипе Вутланри 155 ача вĕренет. Унсăр пуçне кĕске вăхăтлăха шкулта пулакан ушкăн та пур, унта шкул çулне çитмен 10 ача çỹрет. Иртнĕ вĕренỹ çулне начарах мар вĕçлерĕç, шкул ачисен 47 проценчĕ "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Тата çакăн пек çĕнĕлĕх те пур. Вĕренỹ отличникĕсене кашни уйăхра 50-шар тенкĕ стипенди тỹлеме йышăнчĕ шкулти попечитель канашĕ. Укçине ялти кирпĕч завочĕпе "Пайгас" ялхуçалăх кооперативĕ уйăрать. Хăйне майлă хавхалантару мелĕсене шыраса тупсах тăраççĕ кунта. Юлашки çулсенче спорт çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ шкулта. Çитĕнĕвĕсем те çук мар. Ра-йон спартакиадинче малтисен шутĕнче. Уйрăмах волейбол, йĕлтĕр, çăмăл атлетика, туризм, сĕтел çинчи теннис хисепре. Туризмпа республикăра та иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕç çамрăк спортсменсем. Районти кашни çулах иртекен "Орленок" çарпа спорт вăййисенче юлашки çулсенче 2-3 вырăнсене йышăннă. Юрлама-ташлама та маттур ачасем. Иртнĕ Акатуйра, акă, пиллĕкмĕш класра вĕренекенсем "Али-баба" юрăпа район халăхне савăнтарчĕç. Жюри вĕсене магнитофон парса чыс турĕ. Хальхи вăхăтра хушма хуçалăх тытса тăмасан май çук, бюджет укçи-тенкипе малаллах каяймастăн. Шкул ку енĕпе пысăк опыт пухнă. Пахчаçимĕç ỹстереççĕ, сутнă укçипе тĕрлĕ вĕрентỹ хатĕрĕсем туянаççĕ, апатлантарнă çĕрте те усă кураççĕ. Республикăри шкулсем хушшинче иртекен "Хушма хаçăлах-2003" конкурсра иртнĕ çул 2-мĕш вырăн йышăнчĕç, чаплă парне- компьютер илме тивĕç пулчĕç. Пахчаçимĕç сутса тунă укçапах шкул УАЗ микроавтобус туянчĕ. Халĕ сивĕ çанталăкра тĕрлĕ ăмăртусене кайса килме аван. Çĕнĕ вĕренỹ çулне хатĕрленнĕ май Пенза хулине кайса спорт матисемпе кĕрешмелли ковер илсе килчĕç. Çакна туянма та 26 пин таран шкул укçи кайрĕ. Кăçал кунта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен секцине уçасшăн. Çỹлерех асăннă çитĕнỹсем учительсем малашлăха курса, пысăк тăрăшулăхпа тата ăнтăлупа ĕçленинчен нумай килет. Туслă коллективра пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ, пысăк опытлă учительсем çамрăксене пулăшса пыраççĕ. Самана таппинчен кая юласшăн мар Тăманлă Выçлинче.


"Каçал Ен"
02 октября 2004
00:00
Поделиться