Комсомольский муниципальный округ

ИПОТЕКĂПА - ХВАТТЕР

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров тăрăшнипе çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕç-тересси вĕсене çурт тума, илме тавăрса памалла мар кредитпа пулса пырать. Кăçал кăна çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 27,6 миллион тенкĕ укçа уйăрнă, унпа 540 çемье усă курнă. Ку енĕпе "Чăваш Республикин ипотека корпорацийĕ" ОАО ĕçлет. Ăна икĕ çул каялла йĕркеленĕ. Пирĕн районта та унăн уйрăмĕ пур. Акă, "Эмитрон" завочĕн филиалĕн туса пĕтереймен ача сачĕн çуртĕнчи "Энергосервис" предприяти хваттерсем туса ипотека кредичĕпе сутма хатĕрлесе çитерет. Декабрь уйăхĕ тĕлне 17 хваттер (1, 2, 3 пỹлĕмлисем) хатĕр пулать. Пĕр тăваткал метрĕн хакĕ 9 пин тенкĕ. Паян пирĕн патăрта 3 çамрăк çемьен заявленийĕ пур. Документсене те хатĕрлесе çитеретпĕр. Çапла вара çак çуртри хваттерсем ипотека кредичĕ урлă сутăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсене "Классика" кредичĕпе те туянма май пур. Ăна 18-60 çулхи çынсене 15 процентлă ставкăпа 1-21 çул таран параççĕ. .


"Каçал Ен"
02 октября 2004
00:00
Поделиться