ПИРĔН ИНТЕРВЬЮ УРОКА СИКТЕРНИ ПРЕСТУПЛЕНИПЕ ТАНАХ
Кашни ашшĕ-амăшех хăйĕн ачине ыррине кăна сунать. Вăл тутă та питĕ çỹретĕр, шкулта лайăх вĕрентĕр, пушă вăхăтне усăсăр ан ирттертĕр тесе чунне пама хатĕр. Анчах... Çĕр çинче аслисен тăрăшнине вырăна хуман ачасем тата тимсĕр ашшĕ-амăшĕсем те пур çав. Шăпах çавсем çинчен калаçу пуçартăмăр та район прокурорĕпе В.А. Гришинпа
._ Хаçатра вуланăччĕ, пĕр хулара уроксене сиктерекен вĕренекенсен ашшĕ-амăшне прокуратурăна чĕнсе штраф тỹлеттереççĕ. Прокуратура хутшăнмасăр та йĕркене кĕменнисем пирĕн патра та пур ĕнтĕ. Валерий Алексеевич, хăйсен тивĕçне - вĕренĕве - тĕп вырăна хуманнисем тĕлĕшпе районта мĕнле мерăсем йышăнатăр?
_ 2003 çулхи октябрь уйă-хĕнче район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕпе пĕрле координаци совечĕ туса хутăмăр. Шкулсем РУОна уроксене пĕрмаях сиктерекенсен списокне параççĕ, РУО вара эрнесерен çак сведенисене прокуратурăна çитерет. Уроксене сиктерекен ача преступникпа танах-çке вăл. Программăран юлса пырать, вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайми пулать. Дисциплинăна шута хуман вĕренекеншĕн çи-тĕнсен ĕçрен юласси те ним те мар-çке. Шкултан юлакансене тата ашшĕ-амăшне координаци советне чĕнсе илсе сỹтсе яватпăр. Пĕрре асăрхаттарнă хыççăн та тỹрленме шутламаннисен ашшĕ-амăшĕсен вара штраф тỹлеме тивет.
_ Унăн виçи пысăк-и? Тата çакă усă парать-и?
_ Чи пысăк ĕç укçин 1-5 виçи таран е 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран. Çакăн усси пур, аслисем, пĕрре штраф тỹленĕ хыççăн, ачисене контроллеме пуçлаççĕ, хăйсем те, килте ĕç пур тесе, шкултан хăвармаççĕ.
_ Çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пĕр уйăхĕ иртсе те кайрĕ. Çак тапхăрта шкулсенче "чапа тухнисем" палăрма ĕлкĕрчĕç те-и?
_ Темиçен пур ун пеккисем. Уйрăмах вĕренме юратманнисем Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче. Сентябрĕн 16-мĕшĕнче ĕç ушкăнĕн (рабочая группа) пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Унта Хирти Явăш вăтам шкулĕнчи Нияс Ахметовпа Рестем Сулейманова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнчи пĕртăван Айдарпа Айрат Фарахиевсене (11 "а" класс), çак шкулти Самат Садртдинова (11 "а" класс), Снежана Петровăна (9 "б" класс), Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи Николай Атрасева ашшĕ-амă-шĕпе пĕрле чĕнсе илмелле пулчĕ. С.Петрова иртнĕ вĕренỹ çулĕнченпех уроксене пĕрмаях сиктерет. Асламăшĕпе пурăнаканскер, ăна итлемест. Кăçал та вăл сентябрĕн 1-мĕшренпе шкула пырса курăнман. Ульяновск хулине тухса кайнă. Н.Атрасева вара амăшĕ хăйпе пĕрле "Рассвет" кооператива çĕрулми пуçтарма илсе çỹренĕ. Сулеймановпа Ахметовăн шкул çинчен шутлама вăхăт та çук. Пĕлỹ илес вырăнне вĕсем кĕтỹре, пысăк çемье валли çăкăр ĕçлесе илеççĕ. Çак ачасене сỹтсе явса хăшпĕрисен ĕçĕсене район администрацийĕнчи çул çитменнисен комиссине яма тиврĕ. Тен, унта пăхса тухнă хыççăн, тивĕçлĕ наказани илсен, тăна кĕрĕç вĕсем.
_ Валерий Алексеевич, ачасемпе аслисене мĕн суннă пулăттăр?
_ Ачасене лайăх вĕренме, кашни уроках çỹреме, ашшĕ-амăшĕсене вара вĕсене сăнаса-тĕрĕслесех тăма сĕнетĕп. Ашшĕпе-амăшне юратакан ача вĕсене кулянмалли сăлтав туса памастех ĕнтĕ. Тарпа ĕçлесе илнĕ укçа харам çухални никама та савăнтармастех.