ШКУЛСЕНЧИ ЫРĂ УЛШĂНУСЕМ
Районти депутатсен пухăвĕн-че 2004-2006 çулсенче шкулсене реструктуризацилесси пирки тĕллевлĕ программа йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн 2002-2004 çулсенче 5 шкула реструктуризациленĕ: Çĕнĕ Кипеç, Çĕнĕ Шăхран, Тутар Шурут, Дубовка, Кивĕ Сĕнтĕр шкулĕсене. Хирти Сĕнтĕр тĕп шкулне 2005 çулта реструктуризацилеççĕ. Кунта шкул патне çитекен çул çине асфальт сарман. Çавăнпа та хальхи вăхăтра 1,6 километр тăршшĕ çул çинче строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Республикăри Вĕрентỹ тата çамрăксемпе ĕçлекен министерствăран района çак тапхăрта 5 автобус килнĕ. Унпа ачасене шкула ăсатаççĕ, кайран килĕсене илсе каяççĕ. Транспорта лайăх пăхса тăраççĕ. Автобуссемпе 218 ачана турттараççĕ. Вĕсене Канашри пĕрремĕш номерлĕ автотранспорт предприятийĕ техника тĕлĕшĕнчен пăхса тăрать. Шкул автобусĕсен водителĕсем пысăк опытлă. Ачасене пĕччен мар, социаллă педагогпа пĕрле кăларса яраççĕ, çак ĕçшĕн яваплă медработниксене те çирĕплетнĕ. Вĕсем пурте ятарлă курссенче вĕреннĕ. Çавăн пекех районта "Шкул çулĕ" программăна пурнăçлассипе питех те нумай ĕçленĕ. Комсомольски иккĕмĕш (1,5 километр), Нĕркеç(0,4 км çаврăнмалли площадкăпа пĕрле), Тутар Шурут(площадкăпа пĕрле 0,4 км) шкулĕсем патĕнчи çул çине асфальт сарнă. Çĕнĕ Шăхран, Виçпỹрт, Тутар Шурут ялĕсем çывăхĕнчи çулсене юсанă. Халĕ Хирти Сĕнтĕр тĕп шкулнелле пыракан çула (1,6 километр) йĕркене кĕртеççĕ, асфальт сараççĕ. Комсомольски пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Шурут вăтам шкулĕсенче гаражсем тунă. 2005 çулта Хырай Ĕнел тата Нĕркеç вăтам шкулĕсенче те çакăн пек гаражсем хута кайĕç. База шкулĕсен вĕрентỹ тата пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетсе пырассишĕн çине тăратпăр. Сăмахран, юлашки вăхăтра Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕн çивиттине улăштарса витнĕ, ăшăтакан системăна тĕпрен юсанă, газ котельнăйĕ, гараж тунă. Шкулта 4 класа çĕнетнĕ, ăшăтакан трассăна юсанă. Часах Нĕркеç вăтам шкулĕ çумĕнче 2 класс хута каять. Кунта актовăй зал, столовăй та пулать. Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕ Пĕтĕм тĕнчери реконструкци тата аталану банкĕн проектне ĕçе кĕртессипе çине тăрать. Асанкасси база шкулĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, газ котельнăйĕ тунă... Реструктуризациленĕ шкулсенче ача сачĕсемпе шкул çулне çитменнисен кĕске вăхăтлăх групписем уçăлаççĕ. Тĕслĕхрен, 2003-2004 çулсенче кăна Çĕнĕ Шăхранта, Дубовкăра, Тăманлă Выçлире, Шурутра, Киров поселокĕнче, Асанкассинче, Çĕнĕ Мăратра, Кивĕ Сĕнтĕрте кун пек ушкăнсем, Кĕçĕн Çĕрпỹел вăтам шкулĕнче ача сачĕ ĕçлеме пуçларĕç. 2005 çулта Хырхĕрри (база шкулĕ Асанкассинче), Хирти Сĕнтĕр (Нĕркеç шкулĕ) шкулĕсене реструктуризацилеме палăртнă. Тепĕр çул Çĕнĕ Кипеç тĕп шкулĕн икĕ хутлă çуртне хупмалла. 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем вара Нĕркеç тĕп шкулне çỹрĕç. 1_4-мĕш классем валли икĕ класлă кирпĕч çурта юсĕç.
"Каçал Ен"