Комсомольский муниципальный округ

ШКУЛТИ КОЛЛЕДЖРА

Пирĕн шкулта Хусанти социаллă-гуманитарлă колледжăн филиалĕ уçăлнăранпа виçĕ çул çитет. Колледжа 10-11-мĕш классенче вĕренекенсене йышăнатпăр. Унта икĕ çул вĕренмелле, ачасем ятарлă вăтам пĕлỹ илеççĕ. Алла аттестат илсен вĕсем Хусанти социаллă-гуманитарлă института, хамăр республикăри аслă вĕренỹ заведенийĕсене çăмăллăнах кĕме пултараççĕ. Сăмахран, иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 10 яшпа хĕр колледж пĕтерчĕç. Вĕсенчен иккĕшĕ Туризмпа сервис институтне, виççĕшĕ Чăваш патшалăх университетне, ыттисем тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсене кĕчĕç. Колледжра занятисем октябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланчĕç. Хăйсен пĕлĕвне кунта тăсас текенсенчен чылай заявлени килчĕ. Эпир май килнĕ таран вĕсен ыйтăвне тивĕçтерес тесе çине тăратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен колледжра вĕренме пĕрре те çăмăл мар. Занятисем 15, 17 сехетченех тăсăлаççĕ. Темăсем йывăр. Çавна май кунта кашни кун занятисене тĕплĕн хатĕрленсе килмелле. Йывăрлăха чăтаймасăр вĕренме пăрахнисем те пур. Чи хастаррисемпе тăрăшуллисем наука гранитне шĕкĕлчеççĕ. Кунта икĕ направленипе вĕрентеççĕ - экономика тата юридици. Преподаватель-ăсчахсем Хусантан, çак колледжăн Канашри филиалĕнчен те килсе занятисем ирттереççĕ. Çакна та каламалла, колледжра çитĕннисем те вĕренеççĕ. Вĕсенчен пĕрисем - Тукай ял администрацийĕнче ĕçлекен А.В.Казакова тата Шурутра пурăнакан Л.Н.Краснова. Вĕсем занятисене хаваспах çỹреççĕ.


"Каçал Ен"
02 октября 2004
00:00
Поделиться