ТỸЛЕМЕСЕН ШЫРАСА ИЛМЕ ТИВЕТ
Ĕç параканăн тивĕçĕ- ĕçлекенсене вăхăтра шалу тỹлесси. Анчах та кашни предприятирех ĕç укçине вăхăтра параççĕ теме çук-ха. Çавăнпах район прокуратури ялхуçалăх предприятийĕсем хăйсен ĕçченĕсене ĕç укçи вăхăтра тỹленине тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. Акă, сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне 8 ялхуçалăх кооперативĕн ĕç çыннисем умĕнче парăм пуррине палăртнă. Районĕпе çак сумма 2 миллион та 915 пин тенкĕпе танлашать (2002 çулăн вĕçĕнче 4235 пин тенкĕ пулнă). 2004 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен сентябрĕн 16-мĕшĕчченхи тапхăрта районта ĕç укçин парăмĕ 313 пин тенкĕ чакнă (3228 пин тенкĕ пулнă). "Культура" ЯХПКра вăл 403 пин тенке çитнĕ, "Победăра"-_ 307 пин, "Правдăра"- 41 пин, "Красное Сормовăра" - 21 пин, "Алгара" - 102 пин, "Заря" кооперативра 125 пин тенкĕлĕх парăм пухăннă. "Красный Октябрь" хуçалăхра вара парăм чи пысăкки- 1276 пин тенкĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх район прокурорĕ шалу тỹлемесĕр ĕç законодательствине пăснă пирки "Красное Сормово", "Победа", "Изамбаево" кооперативсен, "Комсомольскагропромхимия" ертỹçи тĕлĕшĕпе 4 представлени çырнă. РФ КоАПĕн 5.27 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн "Победа", "Культура", "Алга", "Комсомольскагропромхимия", "Красный Октябрь", "Дружба", "Правда", "Заря", "Труд" предприятисен ертỹçисене административлă явап тыттарнă, 500-600-шер тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. Пĕрремĕш çур çулта контроллĕ тĕрĕслевсем ирттерсе административлă 7 ĕç пуçарнă. "Победа" ялхуçалăх кооперативĕн ертỹçине В.И.Ефремова пĕр çуллăха дисквалификацилеме тиврĕ. Паллах, ĕçлекен çыннăн шалу укçине вăхăтра алла илес килет. Сентябрĕн 28-мĕшĕ тĕлне Комсомольски районĕн мировой судйи патне вăхăтра тỹлемен ĕç укçине шыраса илме ыйтса çырнă 70 заявлени пырса кĕнĕ. Заявленисене пурне те пăхса тухса ыйтнине тивĕçтернĕ, 466 пин тенкĕ шыраса илсе панă. Ĕç укçин парăмне пĕтерес тĕлĕшпе йышăннă мерăсене пурнăçланипе сентябрĕн 28-мĕшне 5 предприятире - "Комсомольскагропромхимия" ОАОра, Комсомольскинчи райветлабораторире, райветстанцире, "Красный маяк", "Дружба", "Алга", "Красное Сормово", "Правда" кооперативсенче ĕç ук-çин парăмне пĕтĕмпех татнă.
"Каçал Ен"