Комсомольский муниципальный округ

ВĔРЕНТЕКЕН ХИСЕПЛĔ ТЕ ЧЫСЛĂ ĔÇЧЕН

Октябрĕн 5-мĕшĕ- Учитель кунĕ. Вĕрентекен пур çĕрте те яланах пысăк хисепре пулнă. Вăл вăйне, пĕлĕвне, вăхăтне шеллемесĕр пире чĕре ăшшине панă. Вулама-çырма вĕрентнисĕр, ăс пухса пĕлĕве ỹстерме пулăшнисĕр пуçне учитель пире пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма çунат хушса панă. Эпир йывăр самантсенче учитель патне пулăшу ыйт-ма пыратпăр, вăл пире çĕкленỹ хăвачĕ парасса шанатпăр. Эпир хамăрăн юратнă учителе тăтăшах аса илетпĕр, кун-çул уттине унăн ĕçĕ хĕлĕпе, пурнăçĕпе танлаштаратпăр. Учитель профессийĕ йывăр та хисеплĕ. Вăл хăйĕн предметне лайăх пĕлнипе кăна çырлахмасть, ачасене ĕçчен те ыркăмăллă, сăпайлă, анлă тавракурăмлă пулма вĕрентет. Пирваях учитель ачасемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать. Ку вара пĕрре те çăмăл мар. Унта мĕн чухлĕ чăтăмлăх, юрату, ыркăмăллăх кирлĕ. Мĕнпур йывăрлăха çĕнсен вара вĕрентекен ачасемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех питĕ хаклă та хисеплĕ çын пулса юлать. Пуçласа парта хушшине ларнă ача пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн хут çинче Çĕршыв-анне, Çĕр-анне, шыв, хĕвел, мир сăмахсене çырма вĕренет. Çак сăмахсем ăна пурнăçа илсе кĕреççĕ, ĕмĕр тăршшĕпех унтан юлмаççĕ, çул кăтартса пыраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ учитель ячĕ, хăйĕн ашшĕ-амăшĕ пекех, кашнин асĕнче типтерлĕн упранать. Районти вĕрентекенсем хастар та пултаруллă. Пирĕн вĕренекенсем районти тата республикăри олимпиадăсенче, конкурссемпе ăмăртусенче малти вырăнсене çĕнсе илме тăрăшаççĕ. Халĕ районти 16 вăтам, 10 тĕп тата 4 пуçламăш шкулсенче 555 учитель ĕçлет. Вĕсем 4289 вĕренекене пĕлỹ тĕнчине илсе кĕреççĕ. Педагогсем хушшинче тава тивĕçлĕ учительсем 15, Асанкасси вăтам шкулĕнчи Н.Г.Архипова вара- Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулне вĕренекенсем начар мар вĕçлерĕç. Вĕсене пысăк опытлă та анлă тавракурăмлă Н.И.Чумаков, Ю.М. Копташкин, Ф.В.Гаврилов, Г.М.Павлова, Н.С. Сахров, Ф.Г.Рахимзянов, А.К.Алексеева, Г.А.Чернова, Н.И.Николаева, Е.М.Яндрова, М.В.Кондрать-ева учительсем вĕрентеççĕ. Ачасем Т.М.Казаковăна, В.Г.Петровăна, Р.К.Ибрагимовăна, Г.А.Смирновăна хисеплеççĕ, юратаççĕ, вĕсенчен ырă тĕслĕх илеççĕ. Юлашки вăхăтра патшалăх та, район администрацийĕ те вĕрентỹ проблемисем çине тимлĕрех пăхма пуçларĕ. Ĕç укçи, коммуналлă пулăшу вăхăтра илетпĕр. Эпир учитель-ветерансене- В.С.Воронкова, Б.Г.Кокорева, Л.В.Удинăна, И.Ф.Гоголева, В.С.Озерова, И.С.Кириллова, А.М.Галкина, В.С.Андреева, Н.Е.Галкина тата ыттисене те ăшшăн аса илетпĕр. Хисеплĕ вĕрентекенсене, воспитательсемпе педагог-ветерансене вĕрентỹ управленийĕ, вĕрентỹ ĕçченĕсен профком председателĕсен районти совечĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, ĕçре çитĕнỹсем, пурнăçра çирĕп сывлăх, телей сунатăп.


"Каçал Ен"
02 октября 2004
00:00
Поделиться