АСЛĂ ĂРУ УЯВЛАТЬ
Пирĕн районти учрежденисемпе организацисенче Ваттисен кунне тĕплĕн хатĕрленсе тивĕçлипе палăртаççĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕнче суту-илỹ ĕçĕнче ĕçлесе пенсие тухнă ветерансем ресторана пурте пухăнчĕç, йывăр чирлисем çеç килейменччĕ. Сăмах май каласан, вĕсене те уяв кунĕнче манмарĕç: килĕсене çитсе ăшшăн саламларĕç, парнесем пачĕç. Райпо совечĕн председателĕн кадрсемпе ĕçлекен заместителĕ Л.К.Кокшина пухăва уçрĕ, кунти ветерансен совечĕн председательне Е.П. Волковăна сăмах пачĕ. Екатерина Павловна райпо ветеранĕсен пурнăçĕпе-ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Райпо совечĕ тата ветерансен пуçламăш организацийĕ кунти ветерансен пурнăçне лайăхлатса пыма нумай вăй хураççĕ, ватăсене май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Нумай ветерансем пенсие тухсан та, райпо ĕçне активлăн хутшăннине, çыхăнусене татманнине палăртрĕ. Суту-илỹ ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пурăннă ветерансене докладчик ятранах асăнса хисеплерĕ. Вĕсенчен пĕри- Александра Васильевна Левина. Вăл 1939 çулта шут ĕçĕн пĕчĕк должноçĕнче ĕçлеме тытăнса тĕп бухгалтера çити çĕкленнĕ. Пенсие тухиччен те, пенсие тухсан та райпон учетпа финанс хуçалăхне çирĕп тытса пынă, вуншар-вуншар çамрăка бухгалтерăн кăткăс та яваплă ĕçне тĕплĕн тума вĕрентнĕ. Вĕренекенĕсем ăна яланах ырăпа асăнса ун пекех хăйсен ĕçне лайăх тума тăрăшаççĕ. Мария Ивановна Самарина та мĕн çамрăкран тытăнса райпо системинче тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçлерĕ. Пенсие тухсан та, юратнă ĕçĕнче чылай çул тăрăшрĕ. Магазинсенче халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе ырми-канми ĕçленисем системăра сахал мар. Вĕсене докладчик ырăпа асăнчĕ. Акă, Йăлмахвари магазинта нумай çул ĕçленĕ ĕç ветеранĕ Елена Васильевна Яковлевăна та асăнмасăр иртмерĕç. Вăл ĕçленĕ магазина иртнĕ çул тĕпрен юсаса реконструкциленĕ. Кунта çĕнетнĕ магазина уçма Раççей потребсоюзĕн председателĕ В.Ф.Ермаков çитнĕччĕ. Вăл магазинăн, унăн заведующийĕн ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртса пĕрле сăн ỹкерттерме кăмăл тунăччĕ. Çак сăн ỹкерчĕк Мускавра тухакан "Деловой вестник" журналăн хуплашкине илемлетме тивĕç пулнă. Роспотребсоюз председателĕ В.Ф.Ермаков çак журнала тата уйрăм сăнỹкерчĕксене Елена Васильевнана савăнăçлă ларура пама райпона ярса панă. Çак парне Яковлевана кăна мар, уява пухăннă суту-илỹ ветеранĕсене пурне те савăнăç кỹчĕ: тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç çак чыса. Тĕп бухгалтер С.Ф.Кокорева райпон производствăри, суту-илỹри, финанс хуçалăхĕн-чи ỹсĕмсемпе пурне те тĕплĕн паллаштарчĕ. Райпо республикăра та, Раççейре те малти вырăнсенчен пĕрне йышăнни ветерансене те савăнтарать. Райпо çĕнĕ магазинсем тăвас тата реконструкцилесе çĕнетес ĕç çине пысăк тимлĕх уйăрнипе те кăмăллă аслă ăру çыннисем. Савăнăçлă пухăва пуçтарăннисене райпо совечĕн председателĕн заместителĕ Л.А. Сорокина, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Г.М.Киргизов, ветерансен районти совечĕн председателĕн заместителĕ Р.П.Моисеев ăшшăн саламласа çирĕп сывлăх, пурнăçра ăнăçу, телей сунчĕç. Савăнăçлă пухăва пынисене ресторанра тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç. Чăвашла, вырăсла, тутарла юрăсем вĕçĕмсĕр янраса ватăсене хавхалантарчĕç. Ветерансем юрлама-ташлама ăста пулнине кăтартса пачĕç. Ветерансене пурне те райпо предприятийĕсенче хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕç таварĕсене тултарнă пакетсемпе кучченеçсем парнелесе, машинăсемпе килĕсене ăсатрĕç. Кăмăллă пулчĕç ватăсем. Аслă ăрусен савăнăçлă пухăвĕсем çак кун Комсомольскинчи почтамтра, 1-мĕш вăтам шкулта, "Каçал ен" хаçат редакцийĕнче тата ытти хăшпĕр хуçалăхсенче те савăнăçлă лару-тăрура иртнĕ.
"Каçал Ен"