Комсомольский муниципальный округ

ÇАМРĂКСЕМ- ПИРĔН ПУЛАСЛĂХ

Анат Тимĕрчкасси вăтам шкулĕнчи 20 вĕрентекен 112 ачана çирĕп те тарăн пĕлỹ тата воспитани парать. Пирĕн коллектив çамрăк. Пурте- вырăнти кадрсем, хăйсен умĕнчи яваплăха туйса ĕçлеççĕ. Çапах та С.И.Кириллова, В.И.Плешков вĕрентекенсем уйрăмах тăрăшуллă пулнине палăртас килет. Ачасем вырăс чĕлхипе литература урокĕсене хаваспах çỹреççĕ. Физкультура урокĕсем пирки те çавнах каламалла. Кăçал районти "Орленок" çарпа спорт вăййинче пирĕн вĕренекенсем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кунта, паллах, физкультура учителĕн тỹпи питех те пысăк. И.В.Ласточкина, В.В.Плешкова, М.Г.Григорьева вĕрентекенсем пуçламăш классемпе ĕçлеççĕ. Вĕсене вулама-çырма, шутлама вĕрентеççĕ. Уроксене интереслĕ ирттереççĕ, кăтарту хатĕрĕсемпе анлăн усă кураççĕ. Ача пуçламăш классенче тăрăшса, лайăх вĕренсен, кайран та çак хăвăртлăхпа пырать. Пирваях ỹркенсен, вăтам шкула аран-çуран пĕтеркелет. Пирĕн учительсем çакна аван ăнланаççĕ. Çавăнпа та пуçламăш классенчех ачасен вĕренес интересĕсене ỹстерессишĕн çине тăраççĕ. Пирĕн вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайманнисем çук. Шкулăн 5,5 гектар çĕр пур. Унта çĕрулми лартрăмăр, урпа, люцерна акрăмăр. Вĕсем аван тухăç пачĕç. "Иккĕмĕш çăкăрпа" столовăйра усă куратпăр, урпапа курăка выльăх-чĕрлĕхе çитеретпĕр. Кăçал улма-çырла ăнса пулчĕ. Вĕсене столовăй валли типĕтрĕмĕр, повидло, варени турăмăр. Чылай çул вăй хуракан Н.В.Бежерова повар апата тутлă та сĕтеклĕ пĕçерет, апат-çимĕç ассортиментне пуянлатас тесе çине тăрать. Çăкăр-булкăсем те пĕçерет. Ачасене апат тỹлевсĕр çитеретпĕр. В.П.Александров завхоз, водитель, производство мастерĕ В.С.Фомин, З.Н.Никитина техничка шаннă çĕрте тỹрĕ чунпа тăрăшаççĕ. Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче Алексей Ласточкинпа Елена Наумова шкула кĕмĕл медальсемпе пĕтерчĕç, халь аслă вĕренỹ заведенийĕсенче вĕренеççĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулне лайăх кĕтсе илтĕмĕр, шкула юсарăмăр, сăрларăмăр. Паллă ĕнтĕ, çак ĕçсене тума пирĕн укçа-тенкĕ çук. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕсенчен, районти вĕрентỹ управленийĕнчен пулăшу ыйтрăмăр. Вĕсем пирĕн ыйтăва тивĕçтерчĕç. Йĕри-тавра асфальт сартăмăр, тротуар та турăмăр. Унччентерех кунта кĕрхи-çурхи йĕпе-сапара пылчăк çăрăлатчĕ, халĕ вара кунта таса та типтерлĕ. Шкулта музей та пур. Вăл тĕрлĕ материалсемпе пуян. Январь уйăхĕнче шкулта ача сачĕ уçăлать. Унта 20 ачаран кая пулмасть. Çамрăксем - пирĕн смена, пирĕн пуласлăх. Çакна вĕрентекенсем питĕ аван ăнланаççĕ.


"Каçал Ен"
06 октября 2004
00:00
Поделиться