Комсомольский муниципальный округ

САХАЛ ÇУРАЛАÇÇĔ, НУМАЙ ВИЛЕÇÇĔ

Районти ЗАГС пайĕн ĕçĕнче юлашки çулсенче пысăк çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Халĕ ача çуралнине те, вилекенсем пирки те районти ЗАГС пайĕ кăна регистрацилет. Кăçалхи 8 уйăхра районĕпе 155 пепке çут тĕнчене килчĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пĕчĕкрех- 19 ача сахалрах çуралчĕ. Çак çул çуралнисенчен 69-шĕ хĕрача, 86-шĕ арçын ача. Çав вăхăтрах районти ялсенче вилекенсен йышĕ пысăк. Çут тĕнчерен 266 çын уйрăлса кайрĕ, пĕлтĕрхинчен 26 çын нумайрах вилчĕ. Вĕсен шутĕнче 130 хĕрарăм, 136 арçын. Куратăр ĕнтĕ, вилекенсем çуралнисенчен 111 çын нумайрах. Çакă, паллах, районти социаллă-демографиллĕ лару-тăрăва начарлатать. Апла пулсан уйрăм ял администрацийĕсенче ача çуралассипе çын вилесси мĕнлерех шайра пулнине тишкерер-ха. Шурут ял администрацийĕн территорийĕнчи пилĕк ялта кăçал пурĕ те 5 ача çеç çуралнă, вилекенсен шучĕ вара çак кăтартуран 6 хута яхăн пысăкрах. Хирти Сĕнтĕр, Тукай ял администрацийĕсен территорийĕсенче те ача çуралнинчен çын вилесси 3 хут нумайрах. Асанкассинче вара кăçал пурĕ те икĕ пепке çеç кун çути курнă, сакăр çынна юлашки çула ăсатнă, 4 хут нумайрах. Çав вăхăтрах Урмаелпе Тукай Мишерĕнче 33 ача çуралнă, 19 çын вилнĕ. Мĕнле пысăк уйрăмлăх! Александровка ял администрацийĕнче çуралассипе вилесси пĕр шайрах темелле. Кун пек чухне районта халăх йышĕ ỹссе пырасси пирки калаçма кирлĕ те мар. Çакă шкулсен шăпине те пырса тивет, лару-тăрăва йывăрлатать. Мĕншĕн тесен çитес çулсенче 1-мĕш класа каякан ачасен йышĕ нумай чакать, хăшпĕр шкулсенче 2-3 ача çеç. Вилессин сăлтавĕсем мĕнлерех-ха? Тĕрлĕ чире пула кăçал 205 çын ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ тата 33-шĕ- ватăлса çитнипе. Эрехпе, кислотасемпе наркăмăшланса 4 çын вилчĕ, çакăнса, шывра путса, шăнса 10 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Тата 12-шĕ йывăр аманса, вут-çулăмра пиçсе кайса вилчĕ. Сăлтавĕсем сахал мар. Кунта çакăн пек пĕтĕмлетỹ туни вырăнлă пулĕ: эпир хамăр сывлăха сыхлама, упрама пĕлместпĕр. 2004 çулта районта 118 туй кĕрлерĕ, 35 çемье саланчĕ. Ку енĕпе те ЗАГС пайĕн ĕçĕ кăткăс. Ашшĕ кам пулнине, усрава илнине çирĕплетесси, хушамата, ята, ашшĕ ятне улăштарасси... Пурте ЗАГС пайĕн ĕçĕ çине кĕреççĕ. Унсăр пуçне кăçал кăна эпир çурални çинчен çирĕплетекен 269 свидетельствăна тепĕр хут патăмăр. Çынсене тĕрлĕ ыйтупа 814 справкăпа тивĕçтертĕмĕр. Шалти ĕçсен, республикăри, Раççейри, СНГ-на кĕрекен çĕршывсен ЗАГС органĕсем ыйтнипе тĕрлĕрен 104 документ ярса панă. Çемье законодательствипе çыхăннă ыйтусемпе 2500 çынна йышăннă. Анчах та пирĕн ĕçре йывăрлăхсем те тухса тăраççĕ. Акă, кăçал çут тĕнчене килнĕ 3 ачана тата вилнĕ 19 çынна палăртнă срока пăсса регистрацилеме тиврĕ. Ача çурални çинчен ашшĕ-амăшĕ ЗАГС пайне пĕр уйăхран кая юлмасăр пĕлтермелле. Ун чухне эпир çуралнине çирĕплетекен свидетельство çырса паратпăр. Вилнине регистрацилесси çав тери йывăр пулса пырать. Законодательствăпа килĕшỹллĕн çын вилни çинчен тăванĕсем 3 кунран кая юлмасăр ЗАГС пайне пĕлтермелле. Паллах, çывăх çын вилчĕ пулсан, ăна юлашки çула ăсатмалла, мĕн чухлĕ куляну. Кун пек лару-тăрура кам-ха ЗАГС пайне çын вилни çинчен пĕлтерме аса илĕ? Эпир çакна питĕ лайăх ăнланатпăр. Анчах та саккунра палăртнă срокне эпир шутласа кăларман вĕт-ха. Çавăнпа е çын вилнĕ кунах, е 3 кунран кая юлмасăр пирĕн пата тăванĕсенчен камăн та пулин килмеллех, вилнине çийĕнчех регистрацилемелле. Çакă вилнĕ çын умĕнче хăвăрăн тивĕçе юлашки хут пурнăçланипе тан пулĕ. Пирĕн пата çын вилни çинчен медицина учрежденийĕ панă ятарлă документа çитерме тăрăшмалла. Унсăр пуçне регистрацилеме пыракан çын хăйĕн паспортне тата вилнĕ çын паспортне больницăн справкипе пĕрле илсе килмелле. Мăшăрланакансене регистрацилессинче нумай ыйту сиксе тухать. Çĕнĕ законодательствăпа мăшăрланнине Раççей Федераци-йĕнчи пур ЗАГС органĕсенче те, мăшăрланакансен кăмăлне кура, регистрацилеме пулать. Сăмахран, Мускавра пурăнакан Раççей гражданĕсем Комсомоль-скинчи ЗАГС пайĕнче мăшăрланнине регистрацилеççĕ е пирĕн районта пурăнакансем мăшăрланнине çирĕплетсе Шупашкарта е Мускавра регистрациленме пултараççĕ. Кунта мăшăрланакансем иккĕшĕ те заявлени пани кирлĕ. Паллах, вĕсем çав вăхăт тĕлне 18 çул тултармалла. ЗАГС органĕсем мăшăрланакансене заявлени панă хыççăн пĕр уйăх иртсен регистрацилеççĕ. Саккунра çавăн пек палăртнă. Тĕрлĕ сăлтавсене, лару-тăрăва шута илсе ЗАГС органĕсем мăшăрланнине пĕр уйăх çитиччен регистрацилеме те, срокне тăсма та пултараççĕ, анчах та тепĕр уйăхран ытла мар. Сăмахран, качча каякан хĕрарăм йывăр çын е ача çуралчĕ пулсан мăшăрланăва заявлени панă кунах регистрацилеме май пур. Кунта заявленипе пĕрле çавăн пек лару-тăрăва çирĕплетекен документсем тăратмалла. Куратăр, ЗАГС пайĕн ĕçĕ нумай енлĕ, унăн сотрудникĕсен законодательствăна тарăн пĕлмелле, çирĕп пурнăçласа ĕçлемелле.


"Каçал Ен"
06 октября 2004
00:00
Поделиться