ТУТАРСЕМ КУЛЬТУРĂПА НАЦИ ХĂЙНЕ ЕВĔРЛĔХНЕ УПРАССИШĔН
Пирĕн республикăра чăвашсемпе, ытти наци çыннисемпе юнашарах тутар халăх ывăл-хĕрĕсем те пурăнаççĕ. Хăйсен тăван çĕршывĕнче мар пулин те, вĕсем хăйсен культурине, йăли-йĕркине манăçа кăлармаççĕ. Халăхăн çак пуянлăхне упраса хăварас, малалла аталантарас, тесе пĕрле пухăнса та калаçаççĕ. Акă, ЧР культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствипе Чăваш Енри тутарсен обществăпа культура центрĕ йĕркеленипе октябрĕн 1-мĕшĕнче Урмаелĕнче семинар-канашлу иртрĕ. "Тутар халăх культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас ĕçри утăмсем" темăпа пулчĕ вăл. Кунта тутарсем пурăнакан ялсенчи культура ĕçченĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, учительсем пуçтарăнчĕç. Канашлу ĕçне ЧР культура министрĕн çумĕ М.Краснов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Волков хутшăнчĕç, пухăннисене хумхантаракан ыйтусемпе калаçрĕç. Чăваш Енри тутарсен обществăпа культура центрĕн президенчĕ Ф.Гибатдинов, Хусанти культура институчĕн доценчĕ Ф.Арсланова хăйсен доклачĕсенче республикăри тутарсен культури епле аталанса пыни пирки, малашнехи çул-йĕрсем çинчен сăмахларĕç. Докладсене сỹтсе явма семинара килнисем хастар хутшăнчĕç. Вĕсене Урмаелĕнчи тутар эстрадăпа фольклор ансамблĕ "Мишар" хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.
"Каçал Ен"