Комсомольский муниципальный округ

ЕШЕРЧЧĔР САДСЕМ, ИЛЕМ КỸЧЧĔР ПАРКСЕМ

Район центрĕнчи парка 20 çул каялла пăхсан ăмсанмалăх пурччĕ. Çỹллĕ йывăçсемпе пĕрле тĕмсем те çын пырса кĕмелле мар ỹсетчĕç. Чăн-чăн чăтлăхчĕ кунта. Кунĕпех çын çỹретчĕ паркра. Халĕ вара пысăк йывăçсем çеç юлчĕç, тĕмсене качакасем кăшласа пĕтерчĕç. Чылай ватăлнă йывăçсене касрĕç, вутă турĕç. Вĕсен вырăнне пĕр çамрăк йывăç та лартман. Унччен кашни çулах, парка çуркуннепе кĕркунне тасатса, тирпейлесе тăнă. Çак йăлана та пăрахăçларăмăр. Кăçал çулла кăна, район пуçлăхĕ парка хăтлăх кĕртмелли çинчен темиçе хут асăрхаттарсан, çак ĕçе культура пайне шанса пачĕç. Çапла, çỹлтен хушмасăр пĕр ĕç те тумастпăр. Халĕ вара, Президент Садсемпе парксен çулталăкĕ çинчен Указ кăларсан çеç, лав вырăнтан тапранчĕ пулмалла. Халăх çак Указа хапăлласа кĕтсе илнине туйма пулать. Акă, кашни кĕçнерникунах пасара Патăрьелĕнчи питомникран тĕрлĕ йывăç сутма килеççĕ. Панулми, хурлăхан, чие йывăççисене, хăмла çырли тĕмĕсене хăвăрт туянса пĕтерчĕç. Çитмерĕ те. Апла пулсан, халăх тепĕр хут садсем лартас ĕçе пикенчĕ пулмалла. Çырла йывăççисен хакĕ те ытла пысăк мар. 2-3 çулхи панулми хунавĕсем 70 тенкĕ, хурлăханăн 30 тенкĕ, кĕркуннечченех пулакан хăмла çырли 30 тенкĕ тăрать. Уйрăм çынсем те тĕрлĕ йывăç калчи сутаççĕ. Пĕри те каялла илсе каймасть. Йывăç лартаççĕ çынсем. Вĕсем миçе тĕм лартнине, паллах, шута илсе пыма хĕн. Унччен шкулсем, хуçалăхсем çулсерен отчет пухатчĕç. Вĕсен хут çырнисене ĕненсен, район территорийĕ вăрманпа хупланмалла. Ăçта йывăççисем? "Дружба" кооператив çулсем хĕррине лартнă йывăçсем çеç ỹссе çитĕнчĕç. Çакăнта вара унччен агрономра, председательте ĕçленĕ А.З. Феткуллинăн тỹпи пысăк. Вăл тăрăшнипе нумай йывăç лартса хăварчĕç. Ун хыççăн çак ĕçе кунта малалла никам та тăсмарĕ. Вăрманхĕрри Чурачăкра, Хирти Явăшра колхоз сачĕсем яла илем кỹретчĕç. Картисем ишĕлсе пĕтрĕç, садсенче выльăх çỹреме пикенчĕ. Хирти Явăшри сада Ф.И.Григорьев пăхса тăнă вăхăтра, сад пахчине чăн-чăн сад теме пулатчĕ. Вăл пиртен уйрăлса кайнă хыççăн сад пĕтрĕ. Хирти Мăрат садне те çав шăпах пырса тиврĕ. Каламалла, Анат Тимĕрчкассинче, Асанкассинче садсем юлнă-ха. Анчах вĕсене те никам та пă-хса тăмасть. Пăхса тăмасть тени тĕрĕсех те мар пулĕ. Кăçал панулми нумай пулчĕ. Ял çынни садсене панулми пуçтарма куçрĕ, миххи-миххипе панулми йăтрĕ. Хуçалăхсене хăйсене кирлĕ мар та çĕрсе çеç выртать, теççĕ ĕнтĕ. Хуçа çуккипе ватса-çĕмĕрсе хăварнă тĕслĕхсем те сахал мар. Агрономсен вăхăчĕ сахал, вĕсем хирте, хуралçисем çук. Садсенче ĕне, качака хуçаланаççĕ. Картисем япăхнă, шăтăк-шатăк. Пирĕн районта çырма-çатра нумай. Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхозри пек çырмасене йывăç лартсан пирĕн район та сад айĕнче пулмалла. Тăрăшакансем вара пур. Акă, Çĕнĕ Кипеçре пурăнакан Г.Волков хăйĕн хыçĕнчи çырмара сад тунă. Икĕ гектар та пулĕ. Кунта мĕн кăна ỹсмест! Пирĕн таврара çук йывăçсем те кунта вырăн тупнă. Тĕлĕнмелле лайăх çитĕнеççĕ вĕсем. Çакăн пек çынсенчен тĕслĕх илмелле. Ишĕлсе выртакан çырмара сад ешерет, çынсене савăнтарать. Кăçалхи кĕркунне те вăрман лартса хăварма май пур. Вăрман хуçалăхĕ хуçалăхсемпе учрежденисене, организацисене лартмалли йывăçсем уйăрса панă.


"Каçал Ен"
09 октября 2004
00:00
Поделиться