КĂМĂЛЛĂ ЮЛЧĔÇ
Пĕлтĕр "Эмитрон" ветеранĕсем уява кафере ирттернĕччĕ. А.П.Капитоновпа А.В.Озеров кăçалхи уявсем "Аслă Отечественнăй вăрçă, унăн ветеранĕсен Раççейĕн иртнĕ вăхăтри, хальхи тата малашлăхри паттăрла ĕçĕ" девизпа пулнă май, ваттисен уявне ресторанта ирттерме йышăнчĕç. Ветерансен организацийĕ утмăл ытла çынна пĕрлештерсе тăрать пулсан, аллă çынна яхăн тĕрлĕ ялсенчен килсе çитрĕ. Савăнăçлă пухăва "Промкерамика" предприятин производство начальникĕ Н.С.Смирнова уçрĕ. Уява пухăннисене саламласа, предприяти ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Ветерансен пуçламăш организацийĕн ĕçĕсем çинчен Т.Г.Краснова тĕплĕн каласа парса, уяв ячĕпе саламларĕ. Район администрацийĕ тата районти ветерансен совечĕн ячĕпе Р.П.Моисеев саламларĕ. Ресторанра ĕçлекенсем аслă ăру çыннисене тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, В.Кокшин музыкант савăнăçлă пухăва килнисене илемлĕ кĕвĕсемпе хавхалантарчĕ, вăл йĕркелесе пынипе ветерансем те тĕрлĕ юрăсем юрларĕç, ташларĕç. Район центрĕнчи учрежденисемпе, предприятисемпе пĕрлех ял хуçалăх предприятийĕсенче те иртеççĕ Ваттисен уявĕсем. Октябрĕн 5-мĕшĕнче Хирти Мăнтăрти ветерансене райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Г.М.Киргизов саламларĕ, хуçалăха ертсе пыракансем те, ял администрацийĕ те ватăсене хуçалăх ĕçĕнче ĕмĕрĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн, халĕ те вăй-хал çитнĕ таран кооператив ĕçне хутшăннăшăн тав турĕç. Шкул ачисем ватăсене концертпа хавхалантарчĕç. Йăлмахвара савăнăçлă пухăва ял администрацийĕн пуçлăхĕ С.Н.Журавлев уçрĕ. Ватăсен пурнăçне лайăхлатас енĕпе мĕн туни тата умра тăракан задачăсем çинчен каласа пачĕ. Ветерансен вырăнти совечĕн председателĕ В.Н.Чаржов уяв ячĕпе саламларĕ, малашне активлăха ỹстерме чĕнчĕ. Район администрацийĕ тата районти ветерансен совечĕ ячĕпе Р.П.Моисеев сăмах каласа, ватăсене уяв ячĕпе саламларĕ. "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ М.Г.Шарафутдинов Йăлмахвари ватăсене саламласа сывлăх, ĕçре ăнăçу, пурнăçра телей сунчĕ. Шкул коллективĕ концерт лартса пачĕ. Октябрĕн 7-мĕшĕнче М.Р.Минатуллин фермер хуçалăхĕ, районти тĕп библиотека çумĕнчи "Надежда" клуб членĕсем те Ваттисен кунне паллă турĕç. Ватăсем хăйсене чыс тунипе кăмăллă юлчĕç.
"Каçал Ен"