РАЙОН ТИРПЕЙ-ИЛЕМЛĔХПЕ ПАЛĂРТĂР
Октябрĕн 7-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен залĕнче Г.Ф.Волков анлă канашлу ирттерчĕ. Ун ĕçне район центрĕнчи предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене те чĕннĕ. Кунта районти ялсене, район центрне тирпей-илем кĕртес ыйту çивĕч тăчĕ. Октябрĕн 8, 9-мĕшĕсенче экологи субботникĕ иртмелле. Ун валли Комсомольски вăрман хуçалăхĕ хăйĕн питомникĕнчен 7 пин тĕп çăка, 4 пин тĕп хыр, 1,5 пин тĕп хурăн, 64,7 пин тĕп чăрăш хунавĕсем уйăрса парать. Унсăр пуçне район территорийĕнче 100 гектар вăрман çĕнĕрен чĕртме палăртнă. Çакă, паллах, Чăваш Республикин Президенчĕн çитес çул садсемпе парксен çулталăкĕ пирки йышăннă указне пурнăçлассипе çыхăннă. Апла пулсан, ял администрацийĕсем ку ĕçре хăйсен тивĕçне туллин пурнăçласса шанас килет. Геннадий Федорович район центрĕнчи пасарта йĕрке тăвасси, ăна урăхрах вырăна куçарасси пирки тăракан ыйтăва та çĕклерĕ.
"Каçал Ен"