Комсомольский муниципальный округ

ЙЫВĂÇ ШУЧĔ ỸСЕТ

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çитес çула садсемпе парксен çулталăкĕ тесе палăртнă. Иртнĕ эрнекунпа шăматкун пирĕн районта йывăçсем лартмалли субботник пулса иртрĕ. Çав кунсенче районĕпе 20 пин ытла тĕп йывăç лартма палăртнă пулсан, 21 пин ытла хунав лартнă. Субботника предприятисемпе организацисем, учрежденисем, ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем, шкулсем, ял администрацийĕсен территорийĕсенче пурăнакансем хастар хутшăннă. Хунавсене ЧР вăрман хуçалăхĕн агентствин Комсомольски вăрман хуçалăхĕн питомникĕнчен илнĕ. Çăка, хыр, юман, лиственница, хурăн тата чăрăш хунавĕсем лайăх чĕрĕлсен район татах та ытларах симĕс тум тăхăнĕ, ешерĕ. Районти ялхуçалăх управленийĕн экологи фондĕнчен 28 пин тĕп йывăç илнĕ. Уйрăмах Тăманлă Выçли (6150 тĕп), Шурут (5220 тĕп), Тукай (3550 тĕп), Комсомольски (3550 тĕп) ялĕсенче хунавсем нумай лартнă. Йывăçсемпе çырмасемпе юханшывсен, çулсен хĕррисене симĕс сăн кĕртме усă курнă. Больница ĕçченĕсем хăйсен территорине ешĕл сăн кĕртес енĕпе нумай ĕçленине палăртмалла. Эльпуç ял администрацийĕнче пурăнакансем Чĕчкене каякан çул хĕррисене йывăçсем лартнă. Асанкассисем ял хушшине хунавсем лартса ешĕл сăн кĕртес енĕпе вăй хунă. 550 тĕп йывăç лартнă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕ стадиона тата хăйсен территорине хунавсем лартнă.


"Каçал Ен"
13 октября 2004
00:00
Поделиться