КĔРХИ СПАРТАКИАДА
Кăнтăр районĕсенчи перекет уйрăмĕсенче ĕçлекенсем хушшинче спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Акă, иртнĕ шăматкун Комсомольскинче кĕркуннехи спартакиада пулчĕ. Малтанах канашлура виççĕмĕш квартал итогĕсене сỹтсе явнă хыççăн "банкирсем" Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортзалне çул тытнă. Кунта волейбол, футбол вăййисенче ăмăртнă. Волейболра патăрьелсем вăйлăрах пулни палăрнă. Футболла выляссипе вара комсомольскисен, арçынсен тата хĕрарăмсен командисем никама та маххă паман. Сывлăх кунĕ малалла вăрмана куçнă. Кунта банк ĕçченĕсем повар искусствинче тупăшнă, тĕрлĕ вăйăсем ирттернĕ. Спартакиадăра Комсомольски перекет уйрăмĕнче ĕçлекенсем çĕнтернĕ. Куçса çỹрекен кубок пирĕн районта юлнă.
"Каçал Ен"