КУЛЬТУРА УЧРЕЖДЕНИЙĕСЕМ ÇĔНЕЛЕÇÇĔ
Пирĕн район территори-йĕнче 38 клуб учрежденийĕ, районти тĕп тĕслĕх библиотеки, ача-пăча тĕслĕх библиотеки, ялти библиотекăсем 22, халăх музейĕсем 2, "Ачасен искусство шкулĕ" муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕ вырнаçнă. Культура учрежденийĕсене 2006 çулччен реструктуризацилес енĕпе йышăннă планпа килĕшỹллĕн, клуб учрежденийĕсен çĕнĕ тĕслĕхĕсене йĕркеленĕ - "Аслă Чурачăкри социаллă культурăллă центр" муниципаллă учреждени, вĕрентỹпе культура центрĕсем 2 -Шурутра, Кĕçĕн Каçалта, тĕслĕх библиотекăсем 4 -Аслă Чурачăкра, Урмаелĕнче, Комсомольскинче. ЧР Президенчĕн "Культура сферинчи инновациллĕ программисемпе мероприятисене реализацилесси çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн "Культура программисен дирекцийĕ" муниципаллă учреждени йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра культура учрежденийĕсем "Илеме хамăр алăпа тăватпăр" республикăри смотр-конкурса хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне районти культура пайĕ çулленех "Çулталăк хуçи" смотр-конкурс ирттерет. Унта культура учрежденийĕсене кĕрхи-хĕллехи условисенче ĕçлеме еплерех хатĕрленине тĕрĕслеççĕ. Çавна май хальхи вăхăтра чылай ĕç тунă. Районти культура çуртне, тĕп тата ача-пăча библиотекисене, искусство шкулне, Аслă Чурачăкри социаллă культура центрне, Хырхĕр-ринчи, Эльпуçĕнчи культура çурчĕсене тĕпрен юсанă, Комсомольскинчи учрежденисене реконструкци тунă. Ку енĕ-пе район администрацийĕ, "Труд", "Рассвет", "Асаново", "Восток" ялхуçалăх кооперативĕсем чылай пулăшнă. Унсăр пуçне культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем хăйсем те укçа-тенкĕ тупассишĕн тăрăшаççĕ. Районти культура çурчĕ, "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕ, Урмаелĕнчи культура çурчĕ тĕрлĕ программăсемпе призсем çĕнсе илнĕ. Вĕсем спонсорсем тупассипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çапла вара Асанкассинчи, Хирти Мăратри, Тукайри, Тăманлă Выçлири культура çурчĕсенче, Вутланри, Кироври клубсенче музыка инструменчĕсемпе тĕрлĕ хатĕрсем туяннă. Эльпуçĕнчи культура çуртĕнче çывăх вăхăтрах пĕчĕк юсав ĕçĕсем вĕçленеççĕ. Районти, Урмаелĕнчи, Кĕçĕн Çĕрпỹелĕнчи, Асанкассинчи культура çурчĕсенче ял çыннисене тỹлевлĕ пулăшу парассипе лайăх ĕçлеççĕ. 5 культура учрежденине газпа ăшăтаççĕ. Районти "Çĕр тата çынсем" музея кăçал газпа хутма пуçлаççĕ. Урмаелĕнчи культура çуртĕнчи котельнăйне газпа хутăнмалла тăвассипе строительство ĕçĕсем пуçланаççĕ. Хирти Мăратри, Кироври, Эльпуçĕнчи, Анат Тимĕрчкассинчи культура учрежденийĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртнĕ. "Ачасен искусство шкулĕ" муниципаллă вĕрентỹ учрежденийĕн территорийĕнче йывăç скульптурăсем вырнаçтарнă, курăксемпе чечексем акма, клумбăсем тума çĕр турт-тарса килнĕ. Район центрĕнчи парка, ташă площадкине çĕнетеççĕ. Культура çурчĕ те улшăнса лайăхланчĕ. "Илеме хамăр алăпа тăватпăр" тата "Çулталăк хуçи" смотр-конкурссем ирттерме районта комисси йĕркеленĕ. Район хаçатĕнче, вырăнти радиовещанипе ку ĕç еплерех пулса пынине çутатсах тăратпăр. Смотр итогĕсемпе кашни культура учрежденийĕ районти комиссие информаци парать, фотоальбомсем тăратать. Чăваш Республикин Президенчĕ çитес çула "Садсемпе парксен çулталăкĕ" тесе йышăннă. Çавна май халĕ пур çĕрте те йывăçсемпе тĕмсем лартаççĕ, 2005 çул валли мероприятисен планне тăваççĕ, клубсемпе шкулсен, библиотекăсемпе музейсен территорийĕсене çĕнетсе улăштарассипе эскизсем тăратаççĕ.
"Каçал Ен"