РЕСПУБЛИКĂРИ ПРЕПОДОВАТЕЛЬСЕМ ПУЛĂШНИПЕ
Нумаях пулмасть районти искусство шкулĕнче эстрада вокалĕпе "Мастер-класс" меро-прияти иртрĕ. Унта Чăваш патшалăх университетĕнчи культурологи факультечĕн преподавателĕ Елена Фейфилова, музыка училищин преподавателĕ Наталия Куданова, республикăри методика центрĕн специалисчĕ Тамара Шамсеева, районти искусство шкулĕнче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем, районти культура ĕçченĕсем, шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Республикăран килнĕ специалистсем вĕсене эстрада юррисене юрланă чухнехи спецификăпа кун пек чухне хăйсене сцена çинче мĕнле тытмаллине паллаштарчĕç. Районти искусство шкулĕнчи вокал уйрăмĕнчи ачасем теорие практикăпа çирĕплетрĕç.
"Каçал Ен"