ВАТТИСЕН КУННЕ УЯВЛАРĂМĂР
Ăшă та уяр кун, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Çĕнĕ Кипеçре Ваттисен кунне чыслăн уявларĕç. Ветерансен совечĕн ертỹçи Н.Е.Сергеев тăрăшнипе уява ватăсем чылайăн пуçтарăнчĕç. Тĕлпулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, Хирти Сĕнтĕр ял администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Е.Ефремов тата "Изамбаево" ялхуçалăх кооперативĕн ертỹçи А.П.Петров хутшăнчĕç. Ял малашлăхĕ, кооператив пуласлăхĕ, газификаци тата ватăсене канăçсăрлантаракан ытти ыйтусем çине хуравлама тиврĕ пуçлăхсен. Уяв программи малалла тăсăлчĕ. Ватăсене хисеплесе Çĕнĕ Кипеçри культура çурчĕ çумĕнчи ял çамрăкĕсем Аннăпа Люда Можаевасем, икĕ Таня Андреева, Эльвира Кузьмина тата искусство шкулне çỹрекен ачасем (ертỹçи- Т.Н.Сапожникова) концерт лартса пачĕç. Уйрăмах А.Можаева "Хĕрарăм куççулĕ" юрра чуна пырса тивмелле юрларĕ. Хăшпĕр хĕрарăмсен куçĕсем те шывланчĕç. Ватăсем хăйсем те юрра-ташша та ăста çынсем. Уяв кĕрекинчен вĕсем савăнăçлăн, тулли кăмăлпа тухрĕç.
"Каçал Ен"