Комсомольский муниципальный округ

Ĕçре- маттур, канура- сатур

"Асаново" кооперативра кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç. Хуçалăх ĕçченĕсем уй-хиртен пухса илнĕ тыррăн, çĕрулмин, ытти культурăсен тухăçĕпе кăмăллă. Ара, вăй хурса ĕçлени сая каймарĕ-çке, пỹлмесем тулли. Эпир те, культура ĕçченĕсем, кооператива çĕрулми кăларма пулăшрăмăр. Пĕрле калаçса татăлса хирте вăй хуракансем  "Кĕрхи бала" илем кĕртрĕç. Конкурссене, викторинăсене хутшăнса чи активлисем пулнине çирĕплетрĕç. Бала килнĕ ытти мăшăрсем те, уй-хирте вăй хуракансем те кану каçĕнче юрларĕç, ташларĕç, савăнчĕç. Культура çуртĕнчи "Кĕрхи бал" чылай вăхăта пычĕ, ял халăхĕ тулли кăмăлпа килĕсене саланчĕ. Культура ĕçченĕсем çакăн пек кану каçне Асанкассинче пурăнакан пĕтĕм ял çынни валли те хатĕрлесе пачĕç. Вăл та çỹллĕ шайра иртрĕ. "Кĕрхи бал" уйрăмах вăтам шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсемпе çав тери интереслĕ пулчĕ. Ăна та пирĕн ĕçченсем хатĕрлерĕç.


"Каçал Ен"
16 октября 2004
00:00
Поделиться