Çулталăкĕпех сывлĕхĕсене çирĕплетеççĕ
Çуллахи каникул вăхăтĕнче чылай ача республикăри сывлăха çирĕплетмелли лагерьсенче канчĕ. Кунта вĕсем нумай çĕнĕ юлташ тупрĕç, чылай интереслĕ япала курчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç. Ку ĕçре Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи социаллă страховани фончĕн уйрăмĕн тỹпи самаях пысăк. Кăçал фонд уйăрнă укçа-тенкĕпе шкулсем çумĕнчи, хуласем çывăхĕнчи лагерьсемпе санаторисенче 25 пин ытла ача каннă. Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕ çак ĕç валли 51 миллион тенкĕ куçарнă. Ашшĕ-амăшĕсем те фонд адресĕпе нумай ырă сăмах калаççĕ. Хальхи вăхăтра ачасен канăвĕшĕн пĕтĕмпех тỹлекен çемье çук та пулĕ. Кăçал хула çывăхĕнчи лагерьте 21 кун канас тесен, путевкăшăн 3800 тенкĕ, санаторисемпе сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче 24 кун пулнăшăн 9600 тенкĕ тỹлемелле пулнă. Социаллă страховани фончĕ финанс тĕлĕшĕнчен йывăрлăхра тăракан бюджет организацийĕсемпе предприятисене ачасем валли тỹлевсĕр путевкăсем уйăрнă. Ытти предприятисене фонд путевкăн 50 процентне тỹленĕ. Ачасем хĕлĕн-çăвĕн канма пултараççĕ. Çак тĕллевпе Социаллă страховани фончĕ бюджетран 12 миллион тенкĕ куçарать. Кĕрхи каникулта 1200 ача хула çумĕнчи лагерьсене каять. Вĕсем "Звездный", "Белые камни", "Солнышко", "Салют", "Золотой колос", "Чайка" лагерьсенче канĕç. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче 680 ача "Чайка", "Звездный" лагерьсенче сывлăхĕсене çирĕплетĕ. "Чайка" санатори лагерĕнче çул çитменнисем çулталăк тăршшĕпех канаççĕ. Унта чĕрепе унăн системисен тата алă-ура чирĕсенчен сиплеççĕ. "Чувашиякурорт" санатори базинчи "Жемчужина" сыватупа санатори лагерĕ те перифериллĕ нерв, шăмăпа мышцă, юн çаврăнăш системисен, сывлав органĕсен чирĕсемпе аптракансене çулталăк тăршшĕпех йышăнать. Санатори лагерĕсенче ачасем вĕренеççĕ те. Çуллахи вăхăтра ялти ачасем килтен каясшăн мар, вĕсем шкул çумĕнчи лагерьсенче канасшăн, ашшĕ-амăшне кĕрхи ĕçсене вĕçлеме пулăшасшăн. Фондăн регионти уйрăмĕ çакна çирĕп шута илет. Сăмахран, пирĕн районти бюджет организацийĕсене социаллă страховани фончĕ кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта 44 путевка тỹлевсĕр парать. Ашшĕ-амăшĕсене тепĕр хут çакна асăрхаттарас килет, санаторие кайма путевка илес тесен сиплевпе профилактика учрежденийĕнчен (больницăран) 070-у-лĕ формăллă справка тата хăвăр çырнă заявлени пулмалла. Çак документсене хăвăр ĕçлекен вырăнти социаллă страховани комиссине памалла. Путевкăсене мĕнле чирне кура централизациленĕ йĕркепе параççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех çак адреспа ыйтса пĕлме пулать: Комсомольски ялĕ, Заводская урамĕ, 57-мĕш çурт, тел.: 2-21-68.
"Каçал Ен"