Комсомольский муниципальный округ

Тăваттăмĕш офис уçăлчĕ

"Çемье офисĕ" сăмах çаврăнăшĕ пирĕн районшăн çĕнĕ мар. Аслă Чурачăкра, Аслă Çĕрпỹелĕнче, Шурут ялĕнче пĕтĕмĕшле практика офисĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Октябрĕн 14-мĕшĕнче вара районти тĕп больницăн никĕсĕ çинче тăваттăмĕшĕ уçăлчĕ. Вăл ача-пăча уйрăмĕн корпусĕнче вырнаçнă. Кунта малтан тĕпрен юсанă. Медперсоналăн тата ашшĕ-амăшĕсен асĕнчи тăрринчен шыв анакан, кĕтесĕсем кăвакарнă, шыв пăрăхĕсем юхса выртакан, яланах сивĕ корпусăн кăшкарĕ çеç улшăнман темелле. Çурт çивиттине çĕнĕрен тунă, стенасене сăрланă, илемлетнĕ, электричество проводисене улăштарнă тата ытти те. Ăстисене ютран илсе килмен, хамăрăнах. Çак илеме, хăтлăха Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕн (В.В.Максимов), "Агропромэнерго" ООО (Г.М.Долгов), "Тав" фирмăн (И.Г.Яковлев) ĕçченĕсем тăрăшуллă пулнипе тума май килнĕ. Пурне те пуçараканĕ вара- район администрацийĕ. Çемье офисне уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, ЧР сывлăха сыхлас ĕç министрĕн çумĕ И.Ю.Лисенкова, Патăрьел район больницин тĕп врачĕ Н.А.Тинюков, медиксен участок больницисенчи ĕçтешĕсем хутшăнчĕç. Офиспа, юсаса çĕнетнĕ ача-пăча, физиотерапи уйрăмĕсемпе паллашнă хыççăн пурте кăмăллă юлчĕç. Офисăн пĕрремĕш пациенчĕ- Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ А.П.Артюшкин район çыннисемшĕн çакăн пек лайăх условисем туса панăшăн ертỹçĕсене тав сăмахĕ каларĕ, ĕçре ăнăçусем сунчĕ. Çемье офисĕн тĕп врачĕ пулма Н.М.Алякинана çирĕплетнĕ. Кунта часах çĕнĕ стоматологи оборудованийĕ килмелле. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар. Акă, С.С.Минатуллина предприниматель спонсорла пулăшу панă. Офис çынсене ỹт-пỹ чи-рĕнчен сыватакан çеç мар, чунсене сиплекен вырăн та пултăрччĕ.


"Каçал Ен"
16 октября 2004
00:00
Поделиться