Пахалăхлă Çыхăну- паянхи кун ыйтăвĕ
Комсомольскинчи абонентсем юлашки вăхăтра телефон çыхăнăвĕн пахалăхĕ чылай аванланнине туйса илчĕçех ĕнтĕ. Халь пĕр лини çинче иккĕн-виççĕн "тĕл пулма" çук, хуласене шăнкăравлас тесен те номера темиçе хут наборламалла мар. Çак пулăм Комсомольскинче çĕнĕ автоматла телефон станцийĕ (АТС) лартнипе çыхăннă. Комсомольскинчи 11-мĕш ЛТЦ начальникĕпе А.М.Счетчиковпа АТСри улшăнусем пирки калаçу пуçартăм.
_ Александр Михайлович, çĕнĕ станцие ăçта туса кăларнă тата ăна вырнаçтарни связистсемпе абонентсене мĕн парать?
_ "Элком" цифрăллă автоматла çĕнĕ телефон станцине Раççей телефон кампанийĕ "Ростелеком" туса кăларнă. Çĕнĕ телефон станцийĕн строительствине пĕтĕмпех "Волга-телеком" уçă акционерлă общество тăвать. Çакă "Ялсен 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" Раççей программипе пулса пырать. Связистсемшĕн унпа ĕçлесси чăн-чăн савăнăç, мĕншĕн тесен АТС хуçалăхĕ компьютерпа ал тупанĕ çинчи пекех курăнать. Ăçта та пулин кăлтăк сиксе тухрĕ - монитор çине пăхса ил те лини çине тỹрлетме тухса кай. Унчченхи пек "суккăрла" ĕçлемелле мар. Çĕнĕ станцие вырнаçтарнă, хута янă çĕрте, тĕпрен илсен, В.В.Гавриловпа С.А.Счетчиков связистсем вăй хучĕç. Иккĕшĕн та аллисем ăста, опычĕ çителĕклĕ. Абонентсемшĕн те нумай лайăххине илсе килчĕ çĕнĕ станци. Малтанхи "2" вырăнне халь "5" çавăрмалла. Чи малтанах, çыхăну пахалăхĕ чылай лайăхланчĕ. Шупашкара е ытти хуласене шăнкăравлас тесен пĕр хутчен "8" çавăран та, кирлĕ номера наборлама пуçлатăн. Ялсенчи абонентсен хулапа калаçма маларах икĕ хутчен "8" çавăрмаллаччĕ, паян- пĕрре çеç. Хальхи вăхăтра "йĕкĕр" номерсене (блокиратор урлă икĕ абонент) уйрăмшар точка çине куçарассипе ĕçлетпĕр, мĕншĕн тесен çĕнĕ станци блокираторпа ĕçлеме пăхман.
_ Эсир çыхăну пахалăхĕ лайăхланчĕ тесе каларăр та-ха, çапах халĕ те çынсенчен телефон йĕркеллĕ ĕçлеменни пирки ỹпкелешнине илтме пулать-çке...
_ Çапла, пур ун пеккисем, мĕншĕн тесен çĕнĕ станцие хута янă май кашни телефон точкине регулировка тумалла. Лини çинче камăн çитменлĕх пур, çавсен телефонĕсем ĕçлемесен те пултараççĕ. Кăлтăксем Çĕнĕ çулчченех, станцие пĕтĕмĕшле ĕçе кĕртсе çитериччен тăсăлĕç.
_ Килте телефон пурри- питĕ меллĕ япала, трубкăна çĕклесенех çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнчи тăванупа та калаçма пулать. Александр Михайлович, пуçласа телефон кĕртес текенсен ыйтăвĕ-сене тивĕçтерме май парать-и "Элком"?
_ Малтанхи АТСра 1100 номер пулнă пулсан, çĕнĕ станци тата 500 номер хушма май туса пачĕ. Комсомольски ялĕсĕр пуçне, хальхи АТС Виçпỹрт, Çĕнĕ Шăхран, Александровка, Урмаел (Луговая, Бурнаш, Пушкин урамĕсем) ялĕсене те телефон çыхăнăвĕпе тивĕçтерет. Чăнах та, телефон кĕртес текенсем чылайăн. Акă, Комсомольскинче пурăнакансенчен кăна паянлăха 468 заявлени пур. Октябрь вĕçлениччен 100, çулталăк вĕçне 300 çĕнĕ точка ĕçе кĕртесшĕн. Ыттисен вара çитес çулччен кĕтме тивет.
_ Шăнкăравлаканăн номерне уйăракан (АОН) телефон тепĕр чухне номере кăтартмасть. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши?
_ Абонентсене çапла сĕннĕ пулăттăм: телефон аппарачĕ туяниччен специалистсемпе калаçса пăхмалла. Тата аппарата алăран, пасарта туянмалла мар. Магазинран, сертификат пур тавара çеç туянмалла. АОН- тỹлевлĕ япала, уншăн абонент тỹлевĕн 20 проценчĕ чухлĕ хушса тỹлемелле. Вăл ĕçлетĕр тесен, ЛТЦ начальникĕн ячĕпе заявлени çырмалла.
_ Александр Михайлович, тепĕр ыйтăва хуравласамăр. Çĕнĕ Мăрат ялĕнче темиçе уйăх ĕнтĕ радио сасă памасть. Çакă мĕнрен килет?
_ Кăнтăр электросечĕсем (ЮЭС) ялсенче электропередача линийĕсене (ЛЭП) юсаççĕ, çĕннисем караççĕ. ЛЭПпа юнашар вара радио пралукĕсене çакма ирĕк памаççĕ.