Комсомольский муниципальный округ

АСЛĂ ÇĔНТЕРĔВЕ- 60 ÇУЛ. ВĂРÇĂ АЧИСЕМ

Фронтра асар-писер вут-çулăм ялкăшнă, Аслă Отечественнăй вăрçă кĕрленĕ. Ялхуçалăхĕнчи мĕнпур йывăр ĕç ватăсемпе хĕрарăмсен, çул çитменнисен хулпуççийĕсем çине тиеннĕ. 8_9 çулсенчи арçын ачасем вăкăрпа ака-суха тунă, вăрмантан вутă турттарнă... Вăрçă ачисем! Хура-шурне сахал мар курнă вĕсем. Çавсенчен пĕри _ Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Илья Ермолаевич Шалин. Нумаях пулмасть вăл 70 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна юратнă мăшăрĕ, ачисемпе кĕрỹшĕсем, кинĕ, мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем ăшшăн саламларĕç. Ашшĕшĕн, кукашшĕ-аслаш-шĕшĕн вара мăнукĕсен ăшă саламĕсемпе йăлтăр куллисенчен хакли нимĕн те пулмарĕ пулĕ. Пурнăç çулĕ çинче пылакки-йỹççине сахал мар тутанчĕ пулин те, Илья Ермолаевич телейлĕ. Унăн çумĕнче çирĕп çунат _ юратнă мăшăрĕ Валентина Петровна пур. Ачисемпе мăнукĕсем те çывăхрах _ Кĕçĕн Каçалтах пурăнаççĕ. Чи асли _ Маша, Кĕçĕн Каçалти куллен кирлĕ таварсем сутакан магазинра ĕçлет. Тавар туянакансене ăшă кулăпа кĕтсе илсе ăсатса ярать. Ăна ял çыннисем хисеплеççĕ, юратаççĕ. Вăл çем-йипе Комсомольскинче пурăнать. Иван _ механизатор, тăван килте тымар янă. Мăшăрĕ Тамара _ "Красный маяк" кооператив бухгалтерĕ. Ачисем пĕри Канашри колледжра, тепри Комсомольски иккĕмĕш вăтам шкулĕнче вĕренеççĕ. Çемьере пĕр-пĕрне ăнланни, килĕшỹ хуçаланаççĕ. Ватăсем çамрăксене ăнланма, йывăрлăхра пулăшма тăрăшаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх чылай усраççĕ. Ялта унсăрăн май та çук. "Çулла кайăк-кĕшĕке те, выльăх-чĕрлĕхе те ытларах ешĕл курăкпа тăрантаратпăр. Паллах, ытти апат та паратпăр. Çавăнпа килти какай сĕтеклĕрех те, йỹнĕрех те",_ тет Валя аппа. Ăна çак ĕçре мăшăрĕ пулăшать. Вăхăт йĕппи ытла та хăвăрт малалла шăвать-çке. Акă, хальтерех кăна мар-и-ха Люлькка яш каччăччĕ. Каçсерен урамра купăсне тăсса яратчĕ те темĕн тĕрлĕ кĕвĕ калатчĕ. Ун йĕри-тавра яш-кĕрĕм хĕвĕшетчĕ. Кунĕпе ĕçре ĕшеннĕскерсем купăсçă çумĕнче ывăннине ирттеретчĕç. Юрă хыççăн юрă пуçлатчĕç, ура тупанĕ хĕрсе кайиччен ташлатчĕç. Тавралăх çамрăксен савăнăçлă сассипе кĕрлесе тăратчĕ. Йăрăс хурăн пек яштак пỹллĕ Вальăн чун-чĕрине те çак вырăс каччи купăсĕпех тыткăнларĕ. Иккĕшĕ те йышлă çемьере ỹснĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче вĕсен ашшĕсем фронтра тăшманпа çапăçнă. Люлькка та, Валя та, çамрăк пулсан та, колхозри тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, хăйсен пултарулă-хĕпе çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. Уйрăмах ака-суха ĕçĕсене тума çăмăл пулман. 9_10 çулсенчи арçын ачасем вăкăрсемпе çĕр сухаланă, сỹреленĕ. Виталий Куркин, Коля Плаксин, Илюшпа Лева Красновсем, Евлампи Кадкин, Илюш Шалин тата ытттисем те кунĕ-пе уй-хирте пулнă. Халĕ вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. "Пире вăкăрсем мĕнле шанса панă-ши( Халь шутлатăп та тĕлĕнетĕп",_ тет Илья Ермолаевич. Вăрçă нуши кашни килти кантăкран тенĕ пекех пырса шакканă. 1942 çулта Шалинсем кил хуçи вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухални çинчен хыпар илнĕ. Мария Андреевна темĕнле вăйлă кулянсан та усси пулман. Ара, вилнисене халиччен никам та чĕртсе тăратайман. Хĕрарăм мăшăрсăр, ачасен ашшĕсĕр юлнă. Вăл çулсенче чылай çемьене çак шăпа кĕтнĕ. Çемье йышлă. Тĕп апат çĕрулми пулнă. Çăкăр хутран-ситрен кăна леккеленĕ. Çуркунне ачасем анасем çинче шăннă çĕрулми пухнă. Вара амăшĕсем вĕсене крахмал пашалăвĕ пĕçерсе панă. Пĕрисем унта кăштах çăнăх хушса çăрнă, теприсем çаплах пĕçернĕ. Ачасен йĕркеллĕ тумтир те пулман, саплăк çине саплăк лартнă. Вĕтĕр-шакăр çурхи сивĕсем иртсенех урамра çара уран чупнă. Тумтир çуккипе шкула та кайман, 2_3 класс пĕтернипех çырлахнă. Хăй ĕмĕрĕнче ăçта кăна ĕçлеме тỹр килмен-ши Илья Ермолаевича! Вăл лашасем те пăхнă, арман та авăртнă, выльăх-чĕрлĕх ферминче слесарь пулнă, Кĕçĕн Каçалтан районти сĕт-çу заводне сĕт турттарнă, колхозра пушарникре тăрăшнă... Юлашки çулсенче районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнчи тракторсем юсакан мастерскойра слесарьте вăй хунă. Пур çĕрте те чун хушнă пек, тăрăшса ĕçленĕ. Мăшăрĕн, Валентина Петровнан ĕмĕрĕ те ĕçрех иртнĕ _ инçетре торф кăларнă, Дубовкăри кирпĕч заводĕнче вăй хунă, колхозри выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕне-выльăх самăртнă, ĕне сунă... Тивĕçлĕ канăва та çавăнтанах тухнă. Пĕррехинче, "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче ĕçленĕ чухне, Илья Ермолаевич хăйне япăх туйрĕ. Чĕре тĕлĕнче питĕ хытă чĕпĕтрĕ те тăнне çухатрĕ. Кайран _ больница, малтан районта, унтан _ республикăра. Çапла 5 уйăх иртрĕ. Тивĕçлĕ канăва тухасси те нумаях юлманччĕ. Сывлăхĕ хавшанипе вăл урăх ĕçлеймерĕ, медицина комиссийĕ ăна инвалида кăларчĕ. И.В.Шалинăн ĕç стажĕ _ 46 çул. Вăл хаçат-журнал вулама, телепередачăсем курма юратать. Мăшăрне кил-çуртри ĕçсене тума пулăшать. Эрех-сăрапа вăхăтлă кăна усă курать, пирус туртмасть. "Халь пирĕн мĕнле те пулин ытларах пурăнма, ачасемпе мăнуксене пулăшма тăрăшмалла",- тет. Хутран-ситрен аллине купăс тытать. Çамрăклăха аса илсе чун-чĕрене тыткăнлакан кĕвĕсем калать. Илья Ермолаевичпа Валентина Петровна пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Вĕсен тепĕр хĕрĕ- Таня, Кĕçĕн Каçал тĕп шкулĕнчи столовăйра поварта тăрăшать. Фая Комсомольскинчи "Уют" кафере ĕçлет. Чи кĕçĕнни- Ирина. Маларах вăл районти пушар чаçĕнче ĕçлетчĕ. Унти штата чакарнипе халь вăхăтлăха ĕçсĕр. Ачисемпе мăнукĕсем, кĕрỹшĕсем тăтăшах ватăсем патне килеççĕ, вĕсемпе канашлаççĕ, пулăшаççĕ. Валентина Петровнăпа Илья Ермолаевичăн 8 мăнук, пĕр мăнмăнук. Мăнмăнукĕ- иккĕри Илюша. Ăна Мускавра пурăнакан мăнукĕ Саша кукашшĕ ятне панă. Çут тĕнчере ачасен, мăнуксен хисепĕнчен хакли нимĕн те çук. Çамрăксем юратаççĕ, сума сăваççĕ пулсан, эсĕ чăнахах та пурнăçна ытахаль пурăнса ирттерместĕн, сан хыççăн ырă ят юлать.


"Каçал Ен"
23 октября 2004
00:00
Поделиться