ÇЫРАКАН СĂМАХ ИЛЕТ. ÇАМРĂК СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАСШĂН-И?
Сывă, пĕлỹ илнĕ, ăс-хакăл енчен пуян çамрăк- Чăваш Ен çитĕнĕвĕ. Çак идеологи республикăра патшалăх политикин никĕсĕ пулса тăрать. Сывă пурнăç йĕркине хăватлăн халăхра сарса, тытса пырсан киревсĕр пулăмсене пĕтерме пултаратпăр. (Чăваш Республикин Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран, 2004 çул). Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ" тесе палăртнăччĕ. Çакăн çинчен пичет изданийĕсенче те, радиотелевиденипе те тăтăшах пĕлтерсе тăраççĕ. Республикăра, районта иртекен мероприятисемпе паллаштараççĕ. Анчах та ялти хăшпĕр çамрăксемпе калаçкалатăп та, вĕсем ун çинчен пĕлмеççĕ те. Çакă чылай яш-кĕрĕм тĕнчери, çĕршыври, республикăри лару-тăрупа пачах та интересленменнине пĕлтермест-ши? "Сенкер экран" умне лараççĕ- боевиксем, эротика фильмĕсем çеç пăхаççĕ, хаçат алла илсен те- бульвар изданийĕсем анчах. Телевизор пачах та пăхман, нихăçан та хаçат тытса вуламан çамрăксем те пур. Районта "Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулне" халалласа чылай спорт, культура тата ытти мероприятисем иртрĕç, иртеççĕ те. Анчах та унта ытларах шкулта вĕренекенсем çеç хутшăнаççĕ. Çартан килнĕ, хусахсен шутне кĕрсе пыракан çамрăксем вара айккинче юлаççĕ. Çакăн сăлтавĕ нумай. Чи малтанах - комсомол саланса кайнă хыççăн çамрăксене пĕтĕçтерекен, пĕр чăмăра пуçтаракан вăй çук. Чăннипе, чăваш çамрăкĕсен организацийĕ пур-ха, анчах та унăн сасси питĕ вăйсăр. Районта, ял администрацийĕсенче те çав енĕпе ĕçлекен специалистсем çирĕплетнĕ. Анчах та ирĕке тухса саланса кайнă сурăх кĕтĕвне пĕр çĕре пуçтарма йывăр тенĕ пек, çамрăксене пĕрлештерме вăй çитереймеççĕ. Каччăсемпе хĕрсен паянхи кун татса паман ыйтусем сахал мар. Чи малтанах - ĕç ыйтăвĕ. Районта ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем панкрута тухса саланса каяççĕ. Хальлĕхе тытăнкаласа пурăнаканнисенче ĕç укçи пĕчĕк е ăна та вăхăтра тỹлеймеççĕ. 2-3 пин тенкĕ паянхи яш-кĕрĕме çырлахтармасть. Çавăнпа та кашни ялтанах вуншар çамрăк Мускава, Хусана е Çурçĕре ĕçлеме çỹрет. Республика правительстви çурт-йĕр лартма, газификацилеме пулăшма тăрăшать. Субсиди, ипотека кредичĕ уйăрать. Анчах та вĕсене илекенсем те сахал. Аякка ĕçлеме çỹрекенсем те, ялтисем те çав йĕркесене, мĕнле документсем кирлине пĕлмеççĕ. Яла таврăнсан пĕр-ик эрне çемьене, ашшĕ-амăшне пулăшать те çамрăк, каллех вăрăм çула тухать. Ялта çурт-йĕр çавăрма çăмăл мар. Юлашки çулсенче яла çутçанталăк газĕ çитрĕ, килсене шыв кĕртес енĕпе те ĕçлеççĕ, телефон енĕпе ĕç-пуç лайăхланать. Çавăнпа та ял çамрăкĕ халĕ хулана кайма васкамасть. Анчах та хĕрсем ялта сахалли чăн-чăн проблема. Илемлĕ пикесем шкул пĕтерсенех хуланалла çул тытаççĕ, каярахпа унтах тĕпленеççĕ. Çакă вара ялсенчи хусахсен çарне ỹстерсе пырать. Кашни ялтах 30 çул патне çитнĕ е иртсе кайнă çамрăксем вуншарăн, çирĕмшерĕн. Çĕнĕ çемье чăмăртанмасан, ялта ача çураласлăх пĕчĕк пулать. Ачасен йышĕ сахал- ял пуласлăхĕ, аталанăвĕ ик-кĕленỹллĕ. Шăпах вĕренекенсем сахал пулнипе темиçе шкула пĕрлештерсе база шкулĕсем тăваççĕ. Класра 3-4 ача çеç пулни çырлахтармась. Яла юлнă çамрăксем çулла каçхине вăхăта ирттерме май тупаççĕ-ха. Вăййа тухмасан та урамрах дискотека йĕркелеççĕ. Хĕллехи шартлама сивĕсенче вара? Чун-чĕрере юн вĕренĕ чухне никамăн та килте ларас килмест. Ирĕксĕрех урама тухать. Ăçта каймалла? Клубсемпе культура çурчĕсенче эрне варринче никамах та çук. Ирĕксĕрех кочегаркăсене е пĕр-пĕр çурта пуçтарăнаççĕ. Унта, паллах, культурăллă кану пирки калаçмалли çук. Хăшпĕр ялсенче клубсем пачах та çук, шкулти спортзалсене те кĕртмеççĕ. Пĕр вăхăтра районти шкулсенчи спортзалсен алăкĕсене каçхине те уçнăччĕ. Çамрăксем волейболла вылятчĕç, сывлăхĕсене çирĕплететчĕç. Анчах та вăл пĕтĕм çĕрте пулса пĕтмерĕ. Районта иртекен ăмăртусене предприяти-организацисем, учрежденисем сахаллăн хутшăнаççĕ. Стадионра "Дружба", "Восток", "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕсен, "Комсомольская" госсорткомиссин, шалти ĕçсен пайĕн, район администрацийĕн, район больницин командисене çеç тăтăшах курма пулать. Ытти çĕрте те, паллах, спортпа туслисем пур. Ертỹçĕсен командăсем çеç йĕркелеме тăрăшмалла. Çакна ЧР Президенчĕ Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче те палăртнă. "Сывă пурнăç йĕрки йăлана кĕтĕр, ытларах та ытларах çын çав шухăшпа "чирлесе" кайтăр тесен, власть орга-нĕсен çеç мар, предприятисен, организацисен, вĕренỹ заведенийĕсен ертỹçисен чылай вăй хумалла",-тенĕ. Паянхи кун чăннипех те пурнăçăн анлă та тумхахлă çулĕ çине ярса пуснă çамрăка йывăр. Çавăнпа та вĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, вĕсем йăнăш çул çине ан тăччăр тесен çемье-пе пĕрлех общественноçăн та тăрăшни кирлĕ
"Каçал Ен"