Комсомольский муниципальный округ

"ТĂЙЛĂК-ТАЙЛĂК, ÇУЛ ТАЙЛĂК..."

 Пулаççĕ вĕт çут тĕнчере тĕлĕнтермĕш çынсем. Пырне йỹç шĕвекпе кăштах йĕпетсен цирк аренине тухакан клоун пекех хăтланма тытăнаççĕ, ирттереççĕ те. Кăçал тырă-пулла пухса илме уй-хирте вăй хуракансене çанталăкĕ кансĕрлемерĕ. Хир пушанчĕ, уй-хир "карапĕсем" хуçалăхсен машинăпа трактор паркĕсене таврăнчĕç. Вĕсене çийĕнчех çуса тасатса хĕл каçма хатĕрлесе лартмалла. "Культура" кооперативăн тăрăшуллă комбайне-рĕсем çав ĕçсене туса пĕтерсен пĕчĕк çеç уяв туса илме шутлаççĕ. Тытăнаççĕ кĕрлеме, эрех-сăра шыв пек юхать. Анатолий Евграфов комбайнер вара куçĕ 3-4-ллă кăтартичченех лĕрккесе тултарать. Сăра сакки сарлакалансах каять, анчах киле кайма та вăхăт çитет. Утаççĕ çапла пурте çул хĕррипе. Хыçалтан "Ока" автомашина килет. Мĕнле шухăш пырса кĕнĕ Евграфовăн минренĕ пуçне, кĕтмен çĕртен çул варрине аллисене ик еннелле саркаласа çывхарса çитнĕ, çуран утакансемпе танлашма пуçланă автомашина умне тайкаланса тухса тăрать. Çумăр çунипе çулĕ йĕпе, аптраса кайнă водитель тормозĕсем çине мĕн вăй çитнĕ таран пуссан та пĕчĕк хăвăртлăхпа пыракан автомашинăна та чарса ĕлкĕреймест, Евграфов çине пырса кĕрет. Ара, вĕсен хушши 3-4 метртан ытла пулман-çке. "Çул çинче эп хуçа!"- тесшĕн пулчĕ-ши Евграфов? Кăна хăй кăна пĕлет. Анчах та паян вăл, йывăр аманнăскер, район больницин койки çинче выртать, хăйне-хăй сура-сура вăрçать. Каласа хăвармалла, кăçалхи 9 уйăхра район территорийĕнчи çулсем çинче çуран çỹрекенсен айăпĕпе 3 авари пулчĕ. Апла пулсан çул çине тухсан водительсен кăна мар, çуран çỹрекенсен те правилăсене çирĕп пурнăçламалла, пăхăнмалла. Çавăн чухне çеç эсир инкекрен хăтăлса юлма пултаратăр. Евграфов пеккисене вара автомашина айне усал тĕртсе кĕртет. Ара, уншăн çулĕ яланах тăйлăк-тайлăк. .


"Каçал Ен"
23 октября 2004
00:00
Поделиться