"Каçал ен" хаçат команди- республикăра пĕрремĕш
Октябрĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикинче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсен спорт фестивалĕ пулчĕ. Фестивале Çамрăксен тата урă пурнăç йĕркин çулталăкне халалланă. Вăл Шупашкар хулинчи "Спартак" спорт комплексĕнче иртрĕ. Спортăн 5 енĕпе ăмăртма тиврĕ хаçатçăсен: шашка, дартс, сĕтелçи теннисĕ, армреслинг, канат туртасси. Ăмăртусене пĕтĕмпе вăтăра яхăн команда хутшăнчĕ. Тỹрех каламалла, тупăшусем питĕ çивĕч те хĕрỹ иртрĕç. Кашни командах çĕнтерỹ патне ăнтăлчĕ. Журналистăн специальноçĕ кулленхи вăй-хал ĕçĕпе çыхăнман пулин те, хаçатçăсем хушшинче спорта юратакансем пуррине çирĕп-летсе пачĕ фестиваль. Дартс вăййи "Каçал ен" командишĕн уйрăмах çивĕч пулчĕ. 175 очко пуçтарăнчĕ пирĕн, пирваях унашкал кăтарту никамăн та çукчĕ. Муркашсем вара хăваласа çитме пултарчĕç. Пĕр очко мала мар, пĕрре кая мар -шăп 175. Вĕсемпе тепĕр хут тупăшма тиврĕ. Хальхинче вĕсен- 124, пирĕн 139 очко пуçтарăнчĕ. Çĕнтерỹ пирĕн алăра! Сĕтелçи теннисра та ăнăçу пирĕн енче пулчĕ. Тур хыççăн тур пирĕн теннисист-сем ыттисене парăнтарса пычĕç. "Пĕтĕм енĕпе пĕрремĕш пулас мар, ыттисем валли те вырăн юлтăр", тесе шутларăмăр та, хамăрăн кĕрешес ăнтăлăва кăштах чакартăмăр. Апла пулин те, армреслингра, канат туртассинче, шашка вăййинче те чи вăйсăррисем пулмарăмăр эпир. Спорт фестивалĕ вĕçленчĕ. Пĕтĕмлетỹсем "Каçал ен" редакцийĕ пилĕк енлĕ кĕрешỹре пĕрремĕш вырăна тухнине кăтартса пачĕç. Шупашкар хула администраци пуçлăхĕн куçса çỹрекен Кубокне, ЧР Культурăпа национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин Дипломĕсене, П.Семенов фончĕн хаклă парнисене илме тивĕç пулчĕ пирĕн команда. Иккĕмĕш вырăнта -Вăрмар районĕн "Хĕрлĕ ялав" хаçат коллективĕ, виççĕмĕш - Çĕрпỹ районĕнчи "Çĕрпỹ хыпарçи" редакци коллективĕ. Командăна спорт енĕпе канаш парса пулăшнăшăн Е.Тихонова, В.Калашникова, хаçат тусĕсене О.Степановăпа Ф.Гаврилова, спонсорла пулăшушăн А.Иванова таса кăмăлтан тав тăватпăр.
"Каçал Ен"