Спорт шкулĕн призĕ - чи хакли
Кашни çулах, октябрь уйăхĕнче, район центрĕнчи стадионра шкулсенче вĕренекен çăмăл атлетсем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн тĕрлĕ дистанцисенче старта тухаççĕ. Кăçал та çак ăмăртусене спортсменсем йышлăн хутшăнчĕç. Чăн малтан пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекен хĕрачасем 60 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Кунта Йăлмахва шкулĕн çăмăл атлечĕ О.Яковлева чи çивĕччи пулчĕ, çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. Кĕçĕнрех классенчи арçын ачасем хушшинче вара Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн спортсменне А.Григорьева çитекенни пулмарĕ. Унăн финишри вăхăчĕ чи лайăххи. 400 метрлă дистанцире Хырхĕрри вăтам шкулĕнчен килнĕ Н.Майорова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак дистанцирех Хирти Явăш шкулĕн çăмăл атлечĕ М.Халитов çĕнтерчĕ. Хырхĕррисем 800 метра чупассипе те чи пултаруллисем пулчĕç. Кунта М.Белкова финиша пĕрремĕш çитрĕ. Тĕп шкулсен спортсменĕсем 1500 метрлă дистанцире тупăшрĕç. Çĕнтерỹçи- Анат Тимĕрчкасси шкулĕн спортсменĕ Э.Иванов. Тăршшĕне сикмелли секторта та хĕрỹ кĕрешỹ пычĕ. Чи пултарулли Хирти Явăш шкулĕн вĕренекенĕ Р.Халитов пулчĕ. Хĕрачасем хушшинче Александровка тĕп шкулĕн спортсменки С.Закирова пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Куракансемшĕн хумхануллă самант пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенче вĕренекен çамрăк хĕрачасем тата арçын ачасем эстафетăра тупăшни пулчĕ. 3х60 метрлă дистанцире Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕсем финиш лентине пĕрремĕш татрĕç. Йăлмахва тĕп шкулĕн спортсменкисем вара çак ăмăртусенче чи пултаруллисем пулнине кăтартса пачĕç. Вăтам шкулсенчи хĕрачасем хушшинчи кĕрешỹ вара Хырхĕрри, Хирти Явăш, Нĕркеç, Комсомольски 2-мĕш, 1-мĕш шкулĕсен спортсменĕсем хушшинче пулчĕ. Акă, 100 метра чупса Е.Мурзалимова (Хырхĕрри) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Арçын ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен А.Гаврилов тивĕçрĕ. 400 метрлă дистанцире Хирти Явăш вăтам шкулĕнчен килнĕ Г.Низирова финишра чи лайăх результат кăтартрĕ. Комсомольски 1-мĕш шкулĕн спортсменĕ А.Гаврилов каллех пĕрремĕш призер пулчĕ. Аслăрах классенчи хĕрачасем 1500 метрлă дистанцире старта тухрĕç. Кунта вара чи пултарулли Нĕркеç вăтам шкулĕн çăмăл атлечĕ Л.Зайкова пулчĕ, район чемпионĕ ята тивĕçрĕ. 3000 метра чупса Анат Тимĕрчкассинчен килнĕ Ю.Никитин пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Тăршшĕне сикессинче Тăманлă Выçли вăтам шулĕн çăмăл атлечĕ Л.Павлова ылтăн медале тивĕçрĕ. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕ А.Боровков пысăк кăтартупа палăрчĕ, чемпион лентине çĕнсе илчĕ. Ăмăртусене вăтам шкулсенче вĕренекен хĕрачасен тата арçын ачасен эстафета ăмăртăвĕ вĕçлерĕ. Хыр-хĕрри шкулĕн хĕрĕсем 4х100 метрлă дистанцире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çак дис-танцирех Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн спортсменĕсем эстафета патакне финиша чи малтан илсе çитерчĕç. Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе, дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.
"Каçал Ен"