Комсомольский муниципальный округ

Вăл агроном пулмах çуралнă

Кăçал çанталăк çĕр ĕçченне питех савăнтармарĕ. Ĕмĕтленсе акнă-лартнă уй-хир культурисем йĕпе-сапаллă çанталăк тăнине пула хăшпĕр хуçалăхсенче çăвĕпех шыв айĕнче выртрĕç. Лаптăксене пăрахăçлама та тиврĕ. Çапла шухăшлать районти ялхуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ Ильдус Хадзятович Минетуллин калькуляторăн тỹмисене пуснă май. Кĕркунне агрономăн шут ĕçне те тума тивет. Çу каçа мĕнле ĕçленине шутласа пĕтĕмлетỹсем тумалла, тишкермелле. Çакă çитес çулхи тĕллевсене палăртма кирлĕ. Тырпул тухăçĕ кăçал пĕчĕк. Сводкăсене пăхать те Ильдус Хадзятович, вăл е ку хуçалăх кăтартăвĕсем çĕрпе пĕлĕт пек уйрăлса тăраççĕ. Тепĕр тесен, хут çине пăхмасăрах ăçта мĕнле тухăç пулнине ăнланать-ха вăл. Ара, çăвĕпе хиртен тухман тесен те юрать. Пĕр хуçалăха çитет- сĕнỹ-канаш парать, тепринче пулать- чунĕ тăвăлса килет. Пĕр пек условисенчех унти ĕç-пуç япăхса кайнă... ...Шăплăха татса телефон шăнкăртатрĕ. Кỹршĕ облаçран шăнкăравлаççĕ иккен. Çĕрулми шыраççĕ. Хакĕ йỹнĕ. Çырлахтармасть. Колхозсемпе ялхуçалăх кооперативĕсем мĕн сутмаллине ăсатнă, тепĕр пайне упрама путвалсене хунă. Малтан "иккĕмĕш çăкăрăн" килограмне 2 тенкĕпе çеç туянасшăнччĕ, каярахпа 3-3,5 тенке çитрĕ. Хăйхаклăха шутласан ку хак та тивĕçтермест. Алăка шаккаса, акă, пĕр агроном кĕрсе тухрĕ. Çитес çул валли паха вăрлăх кĕркуннех туянса хурасшăн. Тĕп агрономпа канашлама кĕнĕ. Çапла кунсерен вуншар-çирĕмшер ертỹçĕпе специалист пулать ун патĕнче, мĕн чухлĕ телефон шăнкăравĕ янăрать ун кабинетĕнче. Кама удобрени хакĕсем интереслентереççĕ, теприн сутмалăх паха вăрлăх пур, виççĕмĕшĕ бартер енĕпе килĕшỹ тăвасшăн. Пуринпе те калаçма, сĕнỹсем пама тăрăшать И.Минетуллин. Çавăнпах пулĕ районти хуçалăхсенчи агрономсем ун пирки хисеплесе калаçнине тăтăшах илтетĕп. Районти хăшпĕр хуçалăхсенче уй-хир культурисене пуçтарса пĕтереймен-ха. Кĕрхи çĕртме тăвас енĕпе республикăра лайăххисен шутĕнче пулин те, çакă çырлахтармасть ăна. Кабинетра ларнипе çеç ĕç-пуçа лайăх пĕлсе çитеймĕн. Хире тухса хăй куçĕпе курма тăрăшать вăл. Халĕ те пĕр вăхăт шут ĕçне тунă хыççăн автомашина çине ларса çула тухрĕ. Тухăç панă уй-хир лăпкăн тĕлĕрет, хура, тĕксĕм сăн çапнă ăна. Тĕл-тĕл çеç кĕр тыррисен лаптăкĕсем ешĕл симĕссĕн курăнаççĕ. Тикĕс шăтнă ыраш уйĕ тĕлне çитсен, кабинăран тухса калчасене хăй аллипе тытса пă-хмасăр тỹсеймерĕ вăл. "Сирĕн лайăх хĕл каçмалла пултăрччĕ çеç",- терĕ сасăпах. Кĕçех автомашина малалла çул тытрĕ. Умра- илемсĕр ỹкерчĕк. Тĕл-тĕл пилĕк таран ỹссе кайнă мăянпа хурхухлă хир. "Типсе кайнă çумкурăк вăррисем тăкăнма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ",- шутларĕ тĕп агроном уялла пăхса. Çумкурăк вăрри çĕр айĕнче темиçе çул упранма пултарать. Мĕнле тасатса пĕтерĕç-ши?Çĕр ĕçне чунтан парăннă çыннăн чĕри çакăн пек хирсене курсан йĕппе чикнĕ пек ыратса каять. Пур-ха, пур районта çакнашкал лаптăксем. Вĕсем темиçе çул ĕнтĕ плуг, удобрени курман. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ хуçалăхсем çулсерен нумайланса пыраççĕ. Малашне те патшалăх ял енне çаврăнса пăхмасан мĕн пулĕ? Автомашина малаллах васкать. "Слава", "Искра" хуçалăхсен хирĕсене кĕрет те, унти тирпейлĕхе курсан кăмăлĕ уçăлнă пек пулать. Йывăрлăхсем умĕнче пуç усмаççĕ вĕсем, çĕнĕ технологие алла илсех пыраççĕ. Ыттисем те çапла пулсанччĕ! Сисмесĕрех аса илỹ тыткăнне лекет И.Минетуллин. Хăй ĕçлеме пуçланă çулсенче колхозсен çуркуннене 6-7 пин тонна таран удобрени пурччĕ. Кашни гектар пуçне усса каякан япаласемпе шутласан 150 килограмм ытла удобрени сапнă, халĕ вара 30 килограма яхăн çеç. Çĕр пулăхлăхĕ япăхланса пырать, çумкурăксене хирĕç кĕрешеймеççĕ. Вăрлăх пахалăхĕ те чакать. Массăллă репродукцие куçнисем чылай. Куçĕ умне ачалăхĕ тухса тăчĕ. Çамрăк чухнех çĕр ĕçĕпе аппаланма юратнă вăл. Ашшĕпе амăшĕ- кĕçĕн классене ĕмĕрĕпе вĕрентнĕ Кадире Фераховна тата ачасене тутар чĕлхипе литератури енĕпе пĕлỹ панă Хадзят Шакирзянович тирпейлĕ çынсем пулнă. Ильдус та вĕсенчен вĕренсе, тĕслĕх илсе ỹснĕ. Вĕсен анкартийĕ, пахчийĕ çумкурăкран таса, пысăк тухăçлă пулнă. Ильдус та çу кунĕсенче пуçне çĕклемесĕр килте те, хирте те тăрăшнă. Ашшĕ Чĕчкен ялĕнче аслă пĕлỹ илнĕ пĕрремĕш çын пулнипе-ши е хăй малалла пĕлỹ илес енĕпе ăнтăлнипе-ши, Совет Çарĕнчен службăран таврăнсан тỹрех Чăваш ялхуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕрет. 1980 çулта "хĕрлĕ дипломпа" вĕренсе пĕтерет. Пĕрремĕш курсран пуçласах пулас диплом ĕçĕпе тăрăшать. Вăл хỹтĕленĕ "Влияние электрического поля коронного разряда на всхожесть семян яровой пшеницы" ятлă диплом ĕçĕ чи лайăххисен шутĕнче пулнă. 1979 çулта тăван ялта практикăра пулнă чухне "Заветы Ильича" колхоз председателĕ И.И.Чернов тата тĕп агрономĕ М.З.Якупов пулăшса пынипе агрономăн яваплăхне аван туйса илет. 1980 çултан пуçласа вăл районти ялхуçалăх управленийĕнче ĕçлеме пуçлать. Малтан кадрсен пайĕн специалисчĕ, каярахпа 3 çул патшалăх вăрлăх станцийĕн начальникĕ пулса вăй хурать. 1983 çултанпа _ районти тĕп агроном. Паллах, çамрăк специалиста малтанхи вăхăтра хăнăху та, опыт та çитсех кайман. Паянхи кун та вăл çав вăхăтри республикипех палăрнă опытлă агрономсене А.Г.Макарова №"Заря"№, Н.А. Козловпа В.Н.Акчурина №"Красный Октябрь"№, Н.И. Кошкина №"Россия"№, Г.В.Катикова №"Восток"№ ырăпа асăнать. Шăпах вĕсем ырă сĕнỹпе те, канашпа та çамрăк специалиста пулăшса, хавхалантарса пынă. Вĕсенчен нумай вĕреннĕ И.Минетуллин. Пурăна киле хăйĕн те опыт пысăкланса пынă. Нумай çул ĕçлесе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ ватă агрономсен сăмахĕсене яланах пуçра тытнă вăл. Каярахпа хăйне те çамрăк агрономсене канаш пама кирлĕ пулнă вĕсем. Халĕ те вĕренме, пĕлĕвне ỹстерме пăрахмасть Ильдус Хадзятович. Çĕр ĕçĕн çĕнĕ технологийĕпе, агротехникипе паллашма кỹршĕ районсене, облаçсемпе республикăсене тухса каять, унта агрономсен делегацийĕпе те пулать вăл. Акă, Пенза облаçĕнчи "Пугачевское" юлташлăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене сухаламасăрах акаççĕ. Çак опытпа паллашма районти агрономсем те кайса курчĕç. Маларах "Слава картофелю" агрофирма" ООО ертỹçи А.П.Капитонов ертсе пынипе çĕрулми туса илессин опычĕпе паллашма Финляндие çитсе килнĕччĕ. Голландирен, АПШран, Германирен, Швецирен хамăр района та специалистсем пĕрре мар килсе кайнă. Вĕсем хăйсен опычĕпе паллаштарса хăварнă. Пурнăçĕ кăткăс пулин те, йывăрлăхсем умĕнче пуç усман хуçалăхсем пурри ăна савăнтарать. Акă, "Слава", "Рассвет", "Труд", "Искра" тата хăшпĕр хуçалăхсем тĕнчере малта пыракан технологипе ĕçлеме тăрăшаççĕ, ĕçлеççĕ те. Çĕнĕ йышши техника туянаççĕ, вăрлăха çĕнетеççĕ. Çавăн пек хуçалăхсем, унти специалистсемпе ертỹçĕсем пеккисем пулсан ялхуçалăхĕ пурăнать-ха. Анчах та патшалăх енчен çав-çавах пулăшу пĕчĕк. Çитес çулхи бюджетра та ялхуçалăхне питĕ сахал укçа-тенкĕ уйăрнă. Ял çыннисен пĕрлешсе хăйсен сассине памалла. Çапла шутлать И.Минетуллин. Çавăнпа Раççей аграри партийĕн районти уйрăмне ертсе пыма та килĕшнĕ. Парти членĕсен йышĕ районта ỹссех пырать. Малашне Патшалăх Думине, ЧР Патшалăх Канашне ялхуçалăхĕнче ĕçлекенсене, ялшăн чун-чĕререн çунакан депутатсене суйлама тăрăшмалла. Çакă _ партин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри... ...Йĕпхỹ пĕрĕхме пуçларĕ. Çапла ĕнтĕ, кĕрхи çанталăк катăк ăслă теççĕ. Çавăнтах çумăрĕ, çавăнтах йĕпе юрĕ... И.Х.Минетуллина эпĕ вунă çул ытла пĕлетĕп. 20 çул ытла вăл районти ялхуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче вăй хурать. Çак çулсенче темĕнле çанталăк условийĕсем те пулнă. Çапах та районти хуçалăхсем республика шайĕнче яланах малти ретре пынă. Çакăнта, паллах, хуçалăхсенчи ертỹçĕсемпе, специалистсемпе, çĕр ĕçченĕсемпе пĕрлех, районăн тĕп агрономĕн тỹпи те пур. Хастар ĕçшĕн Ильдус Хадзятовича 2000 çулта "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ" хисеплĕ ят панă. Вăл Раççей аграри партийĕн Т.Мальцев ячĕллĕ медальне тата Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Ĕçре пултаруллă пулнăшăн панă ăна наградăсене. Çак кунсенче Ильдус Хадзятович 50 çул тултарать. Ăна паллă юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, вăй-хал, вăрăм ĕмĕр, ĕçре çитĕнỹсем сунатпăр.


"Каçал Ен"
27 октября 2004
00:00
Поделиться