ĔÇ СЫХЛАВĔН ЫЙТĂВĔПЕ
Техника хăрушсăрлăхĕн тата ĕç сыхлавĕн, техникăна хĕл каçма лартассин ыйтăвĕсемпе иртрĕ "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнче районти семинар. Ун ĕçне тĕп инженерсем, ĕç тата техника хăрушсăрлăхĕн инженерĕсем хутшăнчĕç. Малтанах вĕсем машинăпа трактор паркĕнче юлашки çулсенче туяннă техникăна курса çаврăнчĕç. Инженерсем уйрăмах çĕрулми туса илмелли çĕнĕ комплекспа интересленсе паллашрĕç. Европа шайĕнчи меслетпе ĕçлеме май паракан техникăпа усă курнине пула "Рассвет" хуçалăх кашни гектартан 313 центнер "иккĕмĕш çăкăр" туса илнĕ. Ку республика шайĕнче те пысăк кăтарту. Канашлура районта техника хăрушсăрлăхĕ тата ĕç сыхлавĕ енĕпе лару-тăру мĕнле пулни пирки район администрацийĕн çак енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Н.В.Прокопьев сăмах илчĕ. Ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ С.Н.Кокорев, ялхуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ В.В.Галкин хăйсен сăмахĕсенче ĕç хăрушсăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕç, машинăпа техника паркне çĕнетсе пырас енĕпе "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕ тăрăшса ĕçленине палăртрĕç. Чăнах та, ку хуçалăх машинăпа трактор паркне çирĕплетес, унăн территорине йĕркене кĕртес енĕпе çулсеренех чылай ĕç тăвать. Кăçал та çу каçа ĕçленĕ кăкарса ĕçлемелли техникăна хĕл каçма тĕплĕ хатĕрленĕ.
"Каçал Ен"