Комсомольский муниципальный округ

ÇИТĔНĔВЕ ÇЫНСЕМ ТĂВАÇÇĔ

Республикăри, районти пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенче çулсеренех выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пырать. Вăл отрасль кооператив е колхоз кассине çулталăк тăршшĕпех укçа-тенкĕ панине пĕлсе тăрсах ертỹçĕсемпе специалистсем çак утăма тăваççĕ. Тĕрлĕ сăлтавпа çыхăннă ку. Чи малтанах- хĕл каçма çителĕклĕ таран паха апат хатĕрлейменни. Хăшпĕр хуçалăхсем çу кунĕсенче те выльăхсене тулăх тăрантараймаççĕ. "Рассвет" хуçалăхра вара ку енĕпе татса паман ыйту çук. Хĕле валли сенаж, утă хатĕрленипе пĕрлех ытти тутлăхлă япаласем, витаминсем илсе килеççĕ. Продукци илесси выльăха çитермесĕр пулмасть. Акă, кăçалхи 9 уйăхра кунта выльăх-чĕрлĕх шутне пĕр шайра тытса тăраççĕ. Хуçалăх ертỹçипе специалист-сен вĕсен йышне ỹстерес тĕллевĕсем те пур. Апат çителĕклĕ пулнипех пулĕ кăтартусем те районта чи пысăккисем. Акă, январь-сентябрь уйăхĕсенче кунти ĕнесенчен 4606 килограмм сĕт суса илнĕ. 100 гектар çĕр пуçне 462,5 центнерпа (районта иккĕмĕш кăтарту) танлашать. 100 гектар çĕр пуçне аш-какай туса илес енĕпе район шайĕнче пĕрремĕш вырăнта - 87,0 центнер. Выльăхсем ỹт лайăх хушса пыраççĕ. Çу кунĕсенче ĕнесем пĕр пăт е ытларах та сĕт антарнă. Хуçалăхра электрокĕтỹçпе усă курни апатпа перекетлĕ усă курма май парать. Çуллахи лагере те тĕпрен юсанă, витесем те выльăхсемшĕн ăшă хĕл туса пама хатĕр. Çамрăк выльăх илес енĕпе те кунта ăнăçлă ĕçлеççĕ. Фермăра пултаруллă ĕçченсем вăй хунине палăртмалла. 9 уйăх пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх О.В.Наумова, В.Г.Павлова, А.М. Чернова дояркăсем район шайĕнче те малти вырăнта. Вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесенчен кашнинчен 4 пин килограмм ытла сĕт сунă. Е.К.Крылова пăру пăхакан вара кашни çулах хастар ĕçшĕн район администрацийĕн парнине тивĕçет. Выльăх-чĕрлĕх самăртакансен кăтартăвĕсем те аван. Акă, кăçалхи 9 уйăхра Г.А.Павловăпа Н.Н.Прокопьева 110 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртнă, вĕсем талăксерен 653-шер грамм ỹт хушса пынă. Е.Е.Прокопьева сысна самăртаканăн кăтартăвĕ те лайăххисен шутĕнче. Малашне те хуçалăх ăнăçлă ĕçлесе пырасса шанас килет. Выльăх-чĕрлĕхе тулăх тăрантарсан унран тупăш илме пулатех.


"Каçал Ен"
30 октября 2004
00:00
Поделиться