ВЕТЕРАНСЕМ СПОРТРАН УЙРĂЛМАÇÇĔ
Районти ветерансен совечĕ кашни çулах шашка-шахмат турнирĕ йĕркелет. Комсомольски ял администрацийĕн пуçлăхĕ П.В.Лапшин тата районти спорт ветеранĕ В.И.Пундяков тăрăшнипе çак турнир кăçал пысăк шайра иртрĕ. Сĕнтĕрти Сергей Зайцев пенсионер пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Почта начальникĕнче нумай çул вăй хунă Н.И.Кокшин финалти тытăçусенче иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. В.В.Ильин 9вăл спорт мастерĕн кандидачĕ) сахалрах очко пуçтарса виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
"Каçал Ен"