Ĕçлекен хисепе тивĕç
Ялхуçалăх ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн çĕр ĕçченĕсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хăйсен профессиллĕ уявне- Ялхуçалăх тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунне пуçтарăнаççĕ. Кăçал районта çавăн пек уяв октябрĕн 30-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков уçрĕ, хуçалăхсен ертỹçисемпе специалисчĕсене, ĕçре пысăк кăтартупа ĕçленĕ çынсене, хăнасене уявĕ ячĕпе саламларĕ. Ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ Г.М.Киргизов районти ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсем, фермер хуçалăхĕсем мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Кăçал çанталăк йĕпе-сапаллă тăнă пулин те, хуçалăхсем мĕн акнине-лартнине пăхса тăрас, çитĕнтерес тесе тăрăшнине палăртрĕ. Ĕçре уйрăмах палăрнисене ятран асăнчĕ. Пĕр пек условисенчех ăнăçлă ĕçлеме пултарнă хуçалăхсем чăннипех те чыс-хисепе ти-вĕçлĕ. Ялхуçалăх кооперативĕ-семсĕр пуçне "Комсомольск-агропромхими" акционер обществи те тăрăшуллă пулнă. Çĕр пулăхлăхне ỹстерес енĕпе чылай ĕç тунă. Çав-çавах ялхуçалăх отрасльне йывăр. Вăрлăхсен пахалăхĕ япăхланса пырать, çĕр пулăхлăхĕ чакать, çĕнĕ техника туянаймаççĕ. Çакă ялхуçалăхне патшалăх енчен пысăк пулăшу паманнипе те çыхăннă. Уяв кунĕ те çакăн пирки пăшăрханнине пытармарĕ ялхуçалăх управленийĕн начальникĕ. Кăçал районта "иккĕмĕш çăкăр" ăнса пулнă. Уйрăмах- "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕн. Вăл тухăç енĕпе республикăра та чи малта. Чăваш Республикин ялхуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Димитриев комсомольскисем яланхи пекех кăçал та уй-хир культурисем, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илес енĕпе республика шайĕнче те лайăх ĕçленине палăртрĕ, салам сăмахĕсем каларĕ. Агропромышленноçра ĕçлекенсен профсоюз райкомĕн председателĕ Ю.С.Тимофеев сăмах илчĕ. Вăл районта уйрăмах ĕçре палăрнисен ячĕсене асăнчĕ. Кашни гектар уй-хир культурисене апат единици çине куçарса шутласан чи пысăк тухăç кăçал "Рассвет" ялхуçалăх кооперативĕнчи ĕçченсем туса илнĕ. Вĕсем куçса çỹрекен "Пысăк пучах" приза тивĕçрĕç. "Слава", "Луч" хуçалăхсене те лайăх тухăçшăн парнесемпе Хисеп грамотисем парса наградăларĕç. "Пĕчĕк пучах" приза кăçал "Слава" ялхуçалăх кооперативĕнчи А.Е.Абрамов ертсе пыракан уй-хир бригади çĕнсе илчĕ. 100 гектар çĕр пуçне аш-какай, сĕт туса илес енĕпе "Рассвет" хуçалăх ĕçченĕсем пĕрремĕш тата иккĕмĕш кăтарту тунă. "Асаново" ялхуçалăх кооперативĕ сĕт туса илес енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн наградăна тивĕçрĕ. "Луч" хуçалăх халăхран сĕт туянас енĕпе палăрнă. Ялхуçалăх производствине тухăçлă тытса пырас енĕпе "Слава картофелю" агрофирма" ООО парнене тивĕçрĕ. Уй-хирте, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче пысăк кăтартусемпе ĕçленĕ чылай çын хаклă парнесемпе Хисеп грамотисене илчĕç. Вĕсемпе хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр. Мĕнле уяв пултăр вăл юрă-ташăсăр? Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем, "Хĕлхем" фольклор ансамблĕ, районти искусство шкулĕнче вĕренекенсем, Урмаелĕнчи "Мишар" ансамбль ялхуçалăх ĕçченĕсене пысăк концерт лартса пачĕç.
"Каçал Ен"