Пахалăх чи кирли
"Чăвашпотребсоюзăн" тутлă шывсем туса кăларакан завочĕ (ăна 1994 çулта "Кооператор" производство комбиначĕ ят панă) ноябрь уйăхĕнче 30 çул тултарать. Вăл сăра, тутлă шывсем туса кăларас енĕпе тăрăшнă, халĕ те çав енĕпе ĕçлет. Юлашки 7 çулта минераллă шывсем тултарас тата ытти продукци хатĕрлес енĕпе те тăрăшать. Хамăр район çыннисем те, кỹршĕсем те пĕр литрĕ 44 пус тăракан Жигулевское, Рижское, Московское сăрасене астăваççĕ. Шăпах çав сортлă сăрасене пирвай çулталăкра 2 миллион литр туса кăларнă. Чăваш халăхĕн юратнă сăрине авалхи йăла-йĕркене кĕнĕ меслетсемпе хатĕрленĕ. Вăл шĕвеке тума пахалăхлă салатпа тата хăмлапа усă курнă. Çавăнпа та пулĕ, хамăр районти çынсем çеç мар, кỹршĕсем те производство комбиначĕ хатĕрлекен сăран пахалăхĕ пирки ырласа калаçнине илтме пулатчĕ. Тутлă шывсене те республикăри çынсем миллиона яхăн литр туяннă. 1986 çултан пуçласа кукурузăран хатĕрленĕ пылак çимĕç (кукурузные палочки) тата кăлпасси хатĕрлекен цехсем те тулли хăватпа 1992 çулччен ĕçленĕ. Çулталăкра 200-шер тонна продукци кăларнă. Кукурузăран хатĕрленĕ 28 пус тăракан тутлă çимĕç ачасемшĕн пысăк савăнăç пулнă. Липецкая, Раменская, Сходнинская кăлпассисене районта, республикăра хапăлласа туяннă. Пирĕн завод продукцине илме Тутарстанран, Ульяновск, Саратов тата ытти облаçсенчен те килнĕ. 1992 çулта çĕршыв экономикинчи йывăрлăхсем пирĕн завода та пырса тиврĕç. Ют çĕршывсенчен илсе килнĕ, илемлĕ пакетсемлĕ таварсем "Кооператор" производство комбиначĕн продукцине айккинелле чышрĕç. Потребительсем укçа-тенкĕ тỹлейменни, çунтармалли-сĕрмелли япаласем, электроэнерги, чĕртавар хакĕ тăтăшах ỹссе пыни завод коллективне те витĕм кỹчĕç. Ĕçлекенсен шутне те чакарма тиврĕ. Рынок экономикин хутшăнăвĕсен саккунĕсене шута илсе кăларакан продукци пахалăхне лайăхлатас енĕпе ĕçлеме тиврĕ. Ĕçе, производствăна çĕнĕлĕхсем кĕртмелле пулчĕ. Пултаруллă директор, халăха пулăшу парас ĕç сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Анатольевна Карпеева тăрăшнипе завод йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр тупрĕ-тупрех. "Чăвашпотребсоюз" правленийĕ тата район администрацийĕ пулăшнипе оборудование çĕнетме çăмăллатнă йĕркепе кредит илтĕмĕр. Республикăра чи малтанхисенчен пĕри 1998 çулта полиэтилен бутылкăсене вĕртсе хăпартмалли оборудовани вырнаçтарса пылак шывсем тултарма пуçларăмăр. Шăпах çав вăхăтра Преображенская, Директорская, Рождественская минераллă шывсем тултарма тытăнтăмăр. 1,5 тата 0,5 литрлă савăтсенчи минераллă шывсем тавар туянакансен кăмăлне кайрĕç. 1999 çулта çĕнĕ оборудованипе миллион çурă литр çак шывсене суту-илỹ предприятийĕсене ăсатнă. Конкуренци пысăк. Апла пулин те, "Кооператор" производство комбиначĕ алă усса лармасть. Вăл кăларакан продукци калăпăшĕ çулсерен ỹссе пырать. Енчен те 2000 çулта 7,5 миллион тенкĕлĕх продукци туса кăларнă пулсан, кăçал ку кăтарту 16 миллион тенке çитмелле. Тĕрлĕ пылак шывсем кăларни, пахалăхлă чĕртаварпа çеç усă курни рынок экономикинче çухалса кайма памасть. Çавăнпах пулĕ пирĕн продукци ытти пĕчĕк, хăй тĕллĕн ĕçлекен предприятисем кăларакан таварсенчен хаклăрах. Паянхи кун та производство комбинатне çăмăл мар. Сертификатсем илмелле, кашни кварталтах вĕсен пахалăхне çирĕплетмелле. Хутса ăшăтмалла, шыв илсе ăна кăларса ямалла, суту-илỹ йĕркине пăхăнмалла. Налуксем те пĕчĕкех мар. Кăçалхи 9 уйăхра çеç 1,5 миллион тенкĕ налук тỹленĕ. Лицензисем, сертификатсем илесси йăлтах укçа-тенкĕпе çыхăннă. Темĕнле хĕн пулсан та дирекци ĕçлекенсене кирлĕ условисем туса пама тăрăшать. Акă, пĕлтĕрхинчен ĕç укçи 42 процент ỹснĕ. Комбинат тата ытти енĕпе те пулăшу парать. Коллективра 80 ытла çын вăй хурать. Вĕсем пурте опытлă. Кадрсем улшăнса тăмаççĕ. Апла пулсан комбинатра вĕсене ĕçлеме килĕшет. Производство начальникне Раиса Митрофановна Кисаповăна нумаях пулмасть "ЧР промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Завод ĕçе кĕнĕренпех, потребкоопераци ветеранĕсем Ю.И.Зубарев, цех мастерĕсем М.П.Боровкова, Т.В.Белобаева, кăлпасси цехĕн рабочийĕсем Е.Н.Дмитриева, В.Я.Хамбикова тăрăшаççĕ. Эпир завода хута ярас ĕçре ырми-канми тăрăшнă, кайран тĕрлĕ цехсенче ĕçленĕ çынсене манмастпăр. Завод тăвас ĕçе пуçласа вĕçне çитерекенни- В.И.Баранов директор. Ф.В.Зайковский производство начальникĕ, Н.С.Самарина тĕп бухгалтер, И.С.Серебров, С.А. Браницын ĕçченсем ырă сăмаха тивĕçлĕ. Шăпах вĕсен тăрăшулăхне пула завод аталаннă, производство анлăланнă. Уяв кунĕ заводра чылай çул ĕçленĕ ветерансене Е.К. Шуряшкинана, Р.С.Кокшинана, С.Н.Самарина, П.И.Матросова, А.Г.Самукова, Ю.И.Зубарева, Г.И.Индюковăна, К.П.Седловăна, Н.В.Ченакина, К.В.Хораськинана хастар ĕçшĕн тав сăмахĕ калатпăр. Халĕ вĕсем тивĕçлĕ канура. 1979-1988 çулсенче завода Н.И.Абанин ертсе пынă. Комбинат аталанăвĕнче унăн тỹпи пысăк. "Кооператор" производство комбиначĕ хăй туса кăларакан продукципе тĕрлĕ конкурссене те хутшăнать. Вăл хатĕрлекен таварсен пысăк пахалăхне республикăри конкурссенче çĕнтерỹçĕсен йышĕнче пулни те çирĕплетет. Акă, Солнышко, Понтовый пылак шывсем "2003 çулхи лайăх продукци" ята тивĕçнĕ. "Директор-ская" минераллă шыв кĕмĕл медаль тата II-мĕш степеньлĕ диплом илнĕ. Пĕтĕм Раççейри конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "Кооператор" производство комбинатне пĕрре мар "Кооперативлă предприятисенче таварсен производствине анлăлатса пынăшăн" дипломсем панă. 1974 çулта потребительсен кооперацийĕн укçи-тенкипе тунă комбинат малашне те халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерес енĕпе ĕçлĕ. Кунти сăра, тутлă шывсем, кăлпасси, çăкăр, булка изделийĕсем туса кăларакан цехсем малашне те пахалăхлă продукципе савăнтарĕç.
"Каçал Ен"