Ĕç инкексĕр пултăр
Ĕçе тухса кайнă çын укçа-тенкĕ ĕçлесе илесшĕн, çемьене тăрантарасшăн. Анчах та тепĕр чухне çын хăй асăрханусăр пулнипе е ĕç, техника хăрушсăрлăхĕн йĕркине сĕмсĕррĕн пăснипе инкеке лекет. Кăçалхи 10 уйăхра районта 8 çын производствăра инкек курчĕ. Вĕсенчен 1 çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ, 3-шĕ йывăр аманчĕ. Рулонлă утă, улăм пушатнă чухне урисене сусăрлатнă тĕслĕхсем пулчĕç. Кашни предприяти-организацире, учрежденире, ялхуçалăхĕн пĕрлешỹллĕ хуçалăхĕсенче ĕç сыхлавĕ енĕпе яваплă çынсем пур. Вĕсен ĕçлекенсене асăрхаттармалла, ăнлантару ĕçне тумалла. Район администрацийĕ Шупашкарти кадрсен квалификацине ỹстерекен институт тата наукăпа техника информацийĕн центрĕн специалисчĕсемпе вĕрентỹ йĕркелет. Унта 250 çын вĕренчĕç те ĕнтĕ. Ĕçре инкек-синкек сиксе тухнă тĕслĕхсем кашни çулах райпо системинче пулни пăшăрхантарать. Кунта çулсеренех 2-3 çын ĕç вăхăтĕнче аманать. Çавăнпа та унти ĕç сыхлавĕ енĕпе яваплă специалистăн тимлĕрех пулмалла, ăнлантару ĕçне вăйлатмалла.
"Каçал Ен"