Пурте пĕрле вăй хурсан
Районти шалти ĕçсен пайĕнче халĕ 72 сотрудник вăй хурать. Пурте вĕсем шанса панă ĕçре хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ. Кашни служба, кашни сотрудник районти криминаллă лару-тăрăва çăмăллатас, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес, преступление хирĕç кĕрешессине вăйлатас, саккунлăха çирĕп пăхăнса ĕçлес тесе тăрăшаççĕ. Уяв кунĕнче вĕсене пурне те ятран аса илеймĕн, çапах та службăра уйрăмах палăрнисем пирки ăшă сăмахсем каламаллах. Эпир участокри инспекторсене милицин куçĕсемпе хăлхисем тетпĕр. М.В.Фролов, М.Н.Лапшин (ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе спорт мастерĕ), С.А. Кокорев (участокри уполномоченнăйсен ĕçне йĕркелесе пырать) должноçри тивĕçĕсене тỹрре кăларма тăрăшаççĕ. Следстви уйрăмĕн следователĕ Р.Н.Малышкин пирки те çав сăмахсенех каламалла. Уголовлă шыравăн оперуполномоченнăйĕ С.Н.Мунтайкин та ытти сотрудниксемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен уйрăмăн оперуполномоченнăйĕ А.Г. Ефремов кашни уголовлă ĕçе тĕплĕн тишкерет. Паян манăн паспортпа виза службин сотрудницисене уйрăммăнах палăртса хăварас килет. Унта ĕçлекен хĕрсем район çыннисене çĕнĕ паспортпа тивĕçтерессине республикăра чи малтан вĕçлерĕç. О.А.Токмаков, В.В.Носов, Н.А.Егоров- конвой службин сотрудникĕсем. Вĕсем çинчен уяв кунĕсенче пуçаруллă ĕçлеççĕ тесех каламалла. Оперативлă дежурнăйсемпе вĕсен помощникĕсене те манса хăварас мар. В.А.Галкинпа Ю.Н.Митюков, А.Н.Албутовпа Н.В.Алексеев службăри инструкцие çирĕп пăхăнаççĕ, милицие килекенсене кăмăллăн йышăнаççĕ. Сăмах май, Валерий Галкин пирки уйрăммăн каласа хăвармалла. Вăл Раççей шайĕнче облаçсемпе республикăсенчи 110 сотрудник хушшинчи тупăшура 13-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцин инспекторĕ А.В.Свинин çамрăк, ĕçлеме пуçлани те нумаях вăхăт иртмен-ха. Апла пулин те хăйĕн тивĕçне пурнăçлассинче пуçарулăх кăтартать. ГИБДД сотрудникĕсем те Н.А.Райков, В.А.Оленев, М.В.Иванов çул çинчи хăрушсăрлăха çирĕплетес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Патрульпе пост службин сотрудникĕсем А.В.Кураков, Р.Р.Мухаметшин, Н.Г.Гибатдинов куçĕсенчен обществăлла йĕркелĕхе пăсакансем вĕçерĕнеймеççĕ. Милици сотрудникĕсен хуть те мĕнле çанталăкра та преступлени тунă вырăна хăвăрт çитмелле. В.Ф.Исаевпа П.В.Пласкин водительсем вара яланах çула тухма хатĕр. И.В.Токмакова тĕп бухгалтера мĕнле-ха милици уявĕнче ырăпа асăнмăн. Сотрудниксен пĕтĕм ĕçне йĕркелесе пыракансем, манăн пĕрремĕш пулăшакансем пирки аса илмесĕр хăварни вырăнсăр. Вĕсем: штаб начальникĕ Г.К.Ильин, криминаллă милици начальникĕ Е.И.Шингалов, обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ А.Н.Ларионов. Куратăр, сахал мар сотрудника лайăхпа асăнтăм. Çавсем тата ытти ĕçченсем тăрăшнипе ĕнтĕ кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче преступлени тăвасси чылай чакрĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра 238 преступлени уçса панă пулсан, кăçалхи кăтарту 190 преступленипе (48 преступлени сахалрах) танлашать. Чи йывăр преступленисен шайĕ 20 процент чакрĕ, йывăр преступленисем те 47 процент сахалрах пулчĕç. Маларах судпа айăпланнисем кăçал 25 преступлени турĕç, пĕлтĕр 47 уголовлă ĕç пуçарнăччĕ. Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине сахалрах тăма пуçларĕç- 54 процент чакрĕ. Ушкăнпа преступлени тăвасси те çавăн чухлех сахалланчĕ. Ĕçсĕррисем пирки кăçал 64 уголовлă ĕç пуçарнă, пĕлтĕр вĕсем 88 преступлени тунăччĕ. Анчах та вăрăсем ют пурлăха тапăнасси çав-çавах пысăк шайра, пĕтĕм преступленисен калăпăшĕнче 47 процент йышăнать, 95 преступлени уçса панă. Кăçал выльăх-чĕрлĕх вăрлассипе çыхăннă преступленисемпе 15 уголовлă ĕç пуçарнă, пĕлтĕр выльăх вăррисем 11 преступлени тунăччĕ. Пĕр сăмахпа, кашни службăн ĕçĕнче аван улшăнусем пур. Çакна Милици кунĕ тĕлне хатĕрленĕ парне тесех каламалла. Уявра милици ветеранĕсене Р.Б.Шигапова, С.Н.Щукина, К.И. Еремеевăна тата хальтерех кăна тивĕçлĕ канăва кайнă ытти сотрудниксене пархатарлă ĕçшĕн тав тăватăп. Вĕсем паян та районти шалти ĕçсен пайĕпе çыхăну тытма пăрахмаççĕ. Милици кунĕ ячĕпе район çыннисене, ял администрацийĕсене, кооперативсемпе колхозсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене, пирĕн пĕтĕм сотрудника, милици ветеранĕсене ăшшăн, тулли кăмăлтан саламлатăп, обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçре районти шалти ĕçсен пайĕпе тачă çыхăну тытасса шанатăп.
"Каçал Ен"