Библиотека çĕнĕлле ĕçлет
Юлашки çулсенче библиотекăсем умĕнче тăракан задачăсем çĕнелсе, улшăнса пыраççĕ. Вĕсен социаллă пурнăçри вырăнĕ те урăхланать. Библиотекăсем модернизациленсе пыраççĕ. Районти библиотека моделлисен статусне 2003 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче илчĕ. Йăлана кĕнĕ задачăсем çумне информаци центрĕсем тăвакан ĕçсем хутшăнчĕç. Çакă вара библиотекăн ĕмĕртенхи технологийĕсене, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессине тĕпренех улăштарчĕ тесех каламалла. Çапла вара район библиотеки информаци, культура, вĕрентỹ ыйтăвĕсемпе пурне те тивĕçтерекен центр пулса тăчĕ. Пирĕн 3 компьютер пур №ПЭВМ№. Унсăр пуçне кунта тĕрлĕ ыйтусене шыраса тупса паракан "Консультант-плюс", "Фапси" система вырнаçтарнă, таврапĕлỹн электронлă каталогĕ те пур. Çавăн пекех пирĕн пата килекенсем çĕнĕ литературăн электронлă каталогĕпе, вырăнти самоуправлени докуменчĕсемпе паллашма пултараççĕ. Информаци центрĕн структурине республикăри право информацийĕн центрĕ те кĕрет. Хальхи вăхăтра право йĕркине кашнийĕн пĕлмелле. Саккуна пĕлни пурнăçра хỹтлĕх парать, пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене çăмăлрах татса пама пулăшать. Çавăнпах пулĕ юлашки вăхăтра юридици литературипе интересленекенсен йышĕ ỹссе пырать. Информаци центрĕн "Консультант-плюс" электронлă базинче юридици литературин фончĕ тата право акчĕсен банкĕ пур. Пирĕн пата килекенсем валли "Его величество закон" кĕнекесен выс-тавки ĕçлет. Информаци центрĕнче "Шуршăл_Космос_Шуршăл" ятпа электронлă презентаци иртрĕ. Ăна А.Г.Николаев летчик-космонавта халалланă. Тĕрлĕ темăсене çутатса электронлă куравсем те ирттеретпĕр. Акă, нумаях пулмасть вăл "Професси суйласси _ санăн ирĕк" темăпа пулчĕ. Библиотека пулăшăвĕпе тỹлевлĕ усă курма илемлĕ литература, учебниксем, вĕрентỹ хатĕрĕсем туянатпăр. Унсăр пуçне право, экономика, политологи, социологи ыйтăвĕсемпе те библиотекăна çĕнĕ кĕнекесемпе пуянлататпăр. Енчен те кирлĕ информаципе, кĕнекепе библиотека сирĕн ыйтăва тивĕçтереймерĕ пулсан, кунта компьютер технологийĕ, Интернет пулăшма хатĕр. Юлашки вăхăтра Интернет пулăшăвĕпе усă куракансем йышланса пыраççĕ. Пирĕн пата килекенсем паян кĕнекесемпе, журналсемпе кăна мар, компакт-дисксемпе, видеокассетăсемпе те усă курма пултараççĕ, принтерпа та ĕçлеççĕ, дискета çине çырса илме те май пур, Интернетра кирлĕ информаци тупма пултараççĕ. Килĕр библиотекăна, унăн алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă.
"Каçал Ен"