Техника ăнăçлă хĕл каçтăр
Районти ялхуçалăх кооперативĕсемпе колхозсенче тракторсем, автомашинăсем, кăкарса ĕçлемелли агрегатсем кивелсе çитнĕ. Анчах та хăшпĕр хуçалăхсенче мĕн пуррине те упрама пĕлмеççĕ. Хĕл каçма вăл е ку техникăна тĕплĕн хатĕрлемеççĕ. Октябрь уйăхĕнчен пуçласа апрель- ччен ăçта килнĕ унта ларакан техника, унăн пайĕсем юрăхсăра тухаççĕ. Техникăна хĕл каçма упрама лартасси _ паянхи кун тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра хăй тĕллĕн çỹрекен техника та, кăкарса ĕçлемелли машинăсем те ĕçрен пушаннă. "Рассвет", "Труд", "Восток", "Асаново", "Луч", "Заря", "Турхан", "Красный маяк", "Слава" хуçалăхсем çу каçа ĕçленĕ техникăна хĕл каçма типтерлĕ упрама лартас енĕпе тăрăшма пуçланă е çак ĕçе вĕçлесе те пыраççĕ. Çав вăхăтрах "Дружба", "Алга", "Изамбаево", "Красный Октябрь", "Культура", "Победа", "Красное Сормово" хуçалăхсенче ку енĕпе питех васкани сисĕнмест-ха. Районта выльăх апачĕ хатĕр-лекен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем пуçтаракан 128 комбайн пур. Вĕсенчен 30 ытла процентне çеç кирлĕ шайра упрама лартнă. Кăкарса ĕçлемелли техникăн 60 процентне çеç хĕл каçма хатĕрлесе çитернĕ. Çанталăк сивĕтет. Вăхăтра тасатмасан сивĕпе шăнса пăрланнă пылчăка вăл е ку пайран уйăрма йывăр килĕ. Хуçалăхсенче ĕçрен пушаннă механизаторсенчен ятарлă бригадăсем йĕркелемелле. Кус-тăрмасенчи сывлăш пусăмне 70 процент таран чакармалла, шуратмалла. Ятарласа хатĕрленĕ, хытарса çирĕплетнĕ вырăнсене лартмалла. Гидрошлангсене, гидроцилиндрсен пайĕсене е хăйсене йăлтах хывмалла, складсене хумалла. Жаткăсемпе косилкăсен касакан пайĕсене хывса машина çăвĕ ăшне упрама хумалла. Чылай хуçалăхра хăй тĕллĕн çỹрекен техника уçă çĕртех упранать. 5_6 уйăхра ют çын алли пырса ан перĕнтĕр тесен, вăл е ку пай çухаласран электрооборудование те хывса склада парсан аван. Кăкарса ĕçлемелли техникăна пĕр евĕр-лисене пĕр çĕре, тепĕр евĕрлисене тепĕр çĕре лартмалла. Хăш техника çуркунне маларах ĕçе кайнине те шута илмелле. Плугсен, сеялкăсен, культиваторсен тата ытти хăшпĕр техникăн ĕçлев органĕсене тутăхасран ятарлă шĕвексемпе сĕрмелле. Кашни специалистăн, кашни механизаторăн техника ĕмĕрне вăрăмлатас енĕпе ĕçлемелле. Техника лайăх хĕл каçать _ çуркунне ĕç тухăçлăхĕ те ỹсет, укçа-тенкĕ те сахалрах каять. Техникăна хĕл каçма мĕнле хатĕрленине палăртма, хуçалăхсене хавхалантарма республикăра конкурс та ирттереççĕ. Иртнĕ çул пирĕн районти "Заря" ялхуçалăх кооперативĕ республикăра I вырăн йышăнчĕ, премие тивĕçрĕ. Кăçал та ун пек конкурс ирттереççĕ. I_III вырăнсене йышăннисене укçан преми парĕç. Пирĕн районта çак конкурсра мала тухма пултаракан хуçалăхсем пĕрре анчах мар. Техникăна кирлĕ пек упрама лартни конкурсра çĕнтерме çеç кирлĕ мар. Вăл хăвăршăн та усăллă пулĕ.
"Каçал Ен"