Информациллĕ пĕлтерỹ
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче район депутачĕсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ çичĕ ыйтăва пăхса тухса сỹтсе яврĕç, решени йышăнчĕç районти парламентарисем. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ыйтусемпе район администрацийĕн финанс пайĕн заведующийĕ Т.И.Николаева тухса калаçрĕ. Пĕрремĕш ыйтăвĕ рай-онăн 2004 çулхи бюджетне улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси пирки пулчĕ. Çак ыйтăва кун йĕркине кĕртесси района республика бюджетĕнчен малтан пăхнă сумма çумне тата 3 миллион ытла тенкĕ трансферт хушса панипе çыхăннă. Çак укçа-тенке ăçта ярасси, мĕнле тăкакласси пирки йышăну кăларчĕç депутатсем. Таисия Ильинична кăçалхи 9 уйăхра район бюджечĕ епле пурнăçланни пирки те чарăнса тăчĕ. Райадминистрацин капиталлă строительство пайĕн специалисчĕ П.Г.Лебедев "Кивĕ çурт-йĕрте пурăнакан граждансене çĕнĕ çурта куçарасси" 2010 çулччен пыракан тĕллевлĕ программăпа паллаштарчĕ. Асăннă программа килес çулах "ĕçлеме" пикенмелле, 2005 çулта çак тĕллевпе 370 ытла пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Наркомани, токсикомани чирĕсемпе кĕрешес енĕпе те районта тĕллевлĕ программа йышăннă. Ун пирки тата çак программăпа туса ирттерекен ĕçсем çинчен вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н.А.Максимов каласа пачĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусемпе районти ветстанци начальникĕ Р.Велимухаметов, район администрацийĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Ю.Скворцов, "Водоканал" МУП директорĕ В.Ямалиев тухса калаçрĕç.
"Каçал Ен"