Шкул-110 çулта
Шкул ял пурнăçĕпе тачă çыхăннă. Кашни хуçалăхра пурăнаканах е хăй çавăнта пĕлỹ илнĕ, е халĕ ачисем, мăнукĕсем унта вĕренеççĕ. Анат Тимĕрчкасси шкулĕнче (вăл пуçламăш пĕлỹ те панă, 8 çул вĕренмелли шкул та пулнă, халĕ - вăтам) 110 çул хушшинче миçе çын ăс-тăн, пĕлỹ илмен-ши, шутлама, çырма, вулама вĕренмен-ши? Çак шкула пĕтернисем хушшинче темĕнле профессиллĕ çын та пур. Халĕ вăл хăтлă, пурлăх никĕсĕ унăн пуян пулсан 110 çул каялла шкул ним çукран пуçланнă тесен те юрать пулĕ. 1894 çулта Анат Ти- мĕрчкассинче чиркỹпе прихут шкулĕ уçăлнă. Вăл Аслă Чурачăк чиркĕвне пăхăнса тăнă. Ятарласа шкул çурчĕ те пулман малтанлăха. Хресченсен çурчĕсенче вĕреннĕ. Уроксене священниксем ирттернĕ. Вулама, шутлама, çырма вĕрентнисĕр пуçне кĕлĕ юррисем юрлаттарнă, турă кĕллисем калама хăнăхтарнă. Пĕрремĕш çул 6-7 ача çеç çỹренĕ. Александр Перов учитель вĕрентнĕ. Ачасем 4 класс пĕтермесĕр тек шкула урăххисене илмен. 1898 çултан пуçласа вара кашни 2 çултан пĕрре ачасенчен классем йĕркелеме пуçлаççĕ. Çав çулсенче хресченсем вăрман касса, халăх вăйĕпе пураласа ятарлă шкул çурчĕ çĕклесе лартаççĕ. Вăл 2 пỹлĕмлĕ пулнă. Пĕринче учитель пурăннă, тепринче ачасем вĕреннĕ. 1930 çултан 6 çул вĕренмелли, 1934 çултан 7 çул вĕренмелли, 1959 çултан 8 çул вĕренмелли шкул шутланнă. 1994 çулта вара (шăпах 10 çул каялла) Анат Тимĕрчкассинче ачасене вăтам пĕлỹ пама пуçлаççĕ. 1940 çулта шкул ĕлĕкхи почта вырăнĕнчи пуян пỹртĕнчен тунă çурта куçать. 1958 çулта Анат тата Тури Тимĕрч-кассисенчи шкулсем пĕрлешеççĕ. 1970 çулта, Н.Д.Петров директор пулнă вăхăтра, шкулăн çĕнĕ çуртне тăваççĕ. Истори пирки чарăнса тăрсан тĕрлĕ вăхăтра шкулта ачасене пĕлỹ парас енĕ-пе тăрăшнă çынсен ячĕсене те асăнмасăр иртме çук. Архив докуменчĕсем тăрăх шкулта Александр Румянцев, Тукай ял çыннисем Яков Тарасович Печниковпа Макар Степанович Казаков ĕçлени паллă. 1927 çултан Владимир Леонтьевич Петров директор пулнă. Вăрçă çулĕсенче Антонина Захаровна Петрова шкул коллективне ертсе пынă. 1950-1954 çулсенче директор пулса Василий Андреевич Коновалов, 1954-1982 çулсенче Николай Димитриевич Петров, 1982-1992 çулсенче Иван Степанович Кириллов, 1992-1995 çулсенче Николай Иванович Крылов вăй хунă. Халĕ Владимир Алексеевич Муллин тăрăшать. Ачасене тарăн пĕлỹ парас, вĕсен тавракурăмне ỹстерес тесе нумай çул А.М. Потапенко, В.М.Герасимова, С.В.Ежергин вăй хунă. А.Т. Ежергина "ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" Н.И.Крылов хăйĕн пурнăçне ачасене вĕрентес ĕçре ирттернĕ. Е.А.Скворцова, Г.И.Яковлев, О.П.Порфирьева, М.В.Филиппова, Е.Н.Николаева нумай çул шкулта ачасене пĕлỹ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун шкул коллективĕнче 20 çын. Вĕсенчен 4-шĕ - пĕрремĕш, 12-шĕ - иккĕмĕш категориллĕ. Шкул уявĕ умĕн вĕрентỹ ĕçĕнче 30 çул ытла вăй хуракан кĕçĕн классен учительне М.Г.Григорьевăна, И.П.Кузьмина библиотекаре, 20 çул ытла ачасене пĕлỹ парас тĕлĕшпе тăрăшакан химипе биологие вĕрентекен Т.И. Кирилловăна, С.И.Кириллова математика, акăлчан чĕлхин учительне И.А.Ласточкинана, кĕçĕн классен вĕрентекенне В.В.Плешковăна ырăпа асăнмалла. Шкул директорĕ В.А.Муллин çавăн пекех В.И.Кириллов, В.В.Семенов, В.И.Плешков, Н.В.Филиппова, Л.В.Макарова вĕрентекенсем те ĕçре тăрăшуллă пулнине, хăйсен пĕлĕвне ачасене панине палăртрĕ. Рынок экономикин тапхăрĕнче шкул вĕрентỹ ĕçĕпе çеç пурăнмасть. Патшалăх кирлĕ таран пулăшу парайманнине пула хăйсенех вĕрентỹ хатĕрĕсем илме, шкулăн пурлăх никĕсне çирĕплетме укçа-тенкĕ тупмалли çăлкуçсем шырама тивет. Шкулăн хушма хуçалăх пур. Унта сыснасем тытаççĕ, вăкăрпа тына пур. Çĕрпе те тулăх усă кураççĕ. Вăл- 5 гектар. Унта çĕрулми, люцерна, урпапа тулă туса илнĕ. Утă шкулти выльăхсем валли çеç мар, сутмалăх та пулнă. Шкул çулсеренех халăха купăста та нумай сутать. Хĕлле ачасене апат çитерме пахчаçимĕç хатĕрлеççĕ, панулми те пур. Шкултан арçын ачасем машинист-тракторист свидетельствине илсе тухаççĕ. МТЗ-82 трактор, плуг, сỹре, ГАЗ-53 автомашина пур. Хĕрсем вара сад ỹстерес, пахчаçимĕç çитĕнтерес ăсталăха вĕренеççĕ. Шкул музейĕн лаптăкĕ пысăках мар, анчах та вăл тăван ял, шкул, хуçалăх историйĕпе, паллă çынсемпе паллаштаракан материалсемпе пуян. Чăннипех те ялтан республика шайĕнче палăрса тăракан çынсем тухнă. Вĕсем çак шкулта вулама-çырма вĕреннĕ, пĕлỹ тĕнчине кĕнĕ. В.М.Толстов ЧР Шалти ĕçсен министерствинче вăй хурать. В.Г.Плешков - Çĕнĕ Шупашкар хулин шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ, В.М.Ласточкин- "ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ", Чăваш педагогика университечĕн физвоспитани преподавателĕ, А.П.Леонтьев _ "Хыпар" издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ, А.П.Капитонов _ республикăри паллă предприниматель. Вăл уйрăмах шкулпа тачă çыхăну тытать. Александр Петрович шкула музыка центрĕ, компьютер, электросинтезатор парнеленĕ. З.В.Ефремова велосипедисткăна пĕлмен çын та çук пулĕ. Вăл РСФСР чемпионки пулнă. Ялхуçалăхĕнче, культурăра, ăслăлăхра, медицинăра тата ытти отрасльсенче пысăк çитĕнỹсем тунă тата вуншар çынна асăнма пулать. Вĕсене пурне те шкул пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсенчен паянхи шкул ачисем тĕслĕх илсе ỹсеççĕ. Акă, Людмила Захарова , Инна Полякова , О.Козловăпа И.Леонтьева , К.Плешкова - вĕренỹ отличникĕсем. О.Ласточкинапа Ю.Никитин- ăста спортсменсем. Вăтам пĕлỹ пама пуçланă 10 çул хушшинче 5 ача шкултан кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнă. Иртнĕ çул ăна А.Ласточкинпа (вăл ЧПУ студенчĕ) Е.Сурнаева (ялхуçалăх академийĕнче вĕренет) тивĕçнĕ. Шкул "Луч" ялхуçалăх кооперативĕпе те килĕштерсе ĕçлет. Йывăр вăхăтра хуçалăха ачасем пулăшаççĕ. Кооператив вара шкула МТЗ-82 трактор парнеленĕ. Тăрăшать коллектив, ачасем пĕлỹ тĕнчине ăнтăлаççĕ. Шкул интереслĕ, тĕрлĕ енлĕ пурнăçпа пурăнать. Малашне кунтан çĕршыв, республика, район шайĕнче паллă ят илекен вуншар-вуншар çын вĕренсе тухĕ.
"Каçал Ен"