Комсомольский муниципальный округ

Ырă пуçару

К.Антонов микрорайонĕнче кăçал тирпей-илем кĕртрĕç. Асфальт сарчĕç, халĕ çуртсене пурне те газпа ăшăтаççĕ. Подъездсенче стенасем тĕксĕмленнĕччĕ, сăррисем хуралнăччĕ. Малтанах пĕрремĕш çуртра пурăнакансем подъезд-сене сăрлас терĕç. Хăйсен вăйĕпе сăрăсем туянчĕç, пĕр кунтах тасатрĕç, сăрларĕç. Вĕсенчен 12-мĕш çуртра пурăнакансем те юлмарĕç. Стенасене сăрларĕç, тасатрĕç, шуратрĕç. 7-мĕш çуртрисем те тĕслĕх кăтартрĕç. Халĕ хăйсен подъезчĕсене тирпейлемен çуртсем сахал юлчĕç. Вĕсем те çак ырă пуçарăва малалла тăсаççĕ ĕнтĕ. Сăрăсем туянаççĕ. Малашне çуртсен йĕри-тавра тытнă картасене çĕнетесси çеç юлать. Вĕсем 15-20 çул хушшинче ишĕлсе-ванса пĕтнĕ. Кунта вара коммуналлă хуçалăхăн пулăшăвĕ кирлĕ. Кашни çын штакетник уйрăммăн туянаймасть. Картине тытма пурăнакансем те хирĕç мар.


"Каçал Ен"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться