Комсомольский муниципальный округ

Талантсăр мар Каçал таврашĕ

Вулакансем манпа килĕшеççĕ пуль тетĕп, сăвă çыракан е кĕвĕ хайлакан çынсем _ урăхларах çынсем. Çак пултарулăха Турă кашни этемех памасть. Пирĕн районта талант-лă паллă сăвăçсем те, композиторсем те чылайăн. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, культура анинче çĕнĕ ятсем те "çуталаççĕ". Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Асанкассинче иртнĕ хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен III фестивалĕ те çĕнĕ ятсене уçма пулăшрĕ. Жюри сцена çине тухакансене тăватă номинаципе хакларĕ: "Чи лайăх композитор", "Чи лайăх юрăç", "Чи лайăх ансамбль" тата "Юрă валли чи лайăх сăвă çыракан №поэт-песенник№". Фестивале хутшăнакансем 25 композиторăн хайлавĕсене сцена çине кăларчĕç. Хăшпĕрисем хăйсен юррисемпе хăйсемех куракан умне тухрĕç. Асанкассисем фестиваль хуçисем пулнă май №шăп çак вăрманлă ялта, 1993 çулта, пуçланса кайнă вăл№, чи малтан кунти талантсене сăмах пачĕç. Иван Портнов музыканта районта пĕлмен çын та çук, унăн пĕрремĕш юррине "Çăлкуçа" республикипех юратса юрлаççĕ, итлеççĕ. Анлă сарăлнипе-и, тепĕр чухне ун пирки радиопа "халăх юрри" тесе каланине те илтме пулать. И.Портнов çырнă çепĕç вальс кĕввипе çамрăксем илемлĕн çаврăнчĕç, хĕрарăмсен ушкăнĕ юрланă "Асанкасси" юрă вара ялăн гимнĕ вырăннех темелле. Кĕвĕ хайлакансем татах пур кунта: вăтам шкулти музыка учителĕ Н.Чапрасова, ЯХПК ĕçченĕсем Н.Маргиданов, В.Школьников. Композиторсене лăпкаса ỹстернĕ тепĕр тăрăх вăл _ Тăманлă Выçли таврашĕ. Унта Н.А.Ильин (халĕ пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ вăл) "шкулĕ" витĕр тухнă Я.Ильин (ывăлĕ), Г.Перьев, В.Бархонов, Г.Степанова, В.Портнов учителĕн çулĕпе кайнă. Фестивальте вĕсем кашниех хăйсем кĕвĕленĕ юрăсемпе паллаштарчĕç. Аслă Чурачăкри Татьяна Макаровăна эпир фольклорпа ĕçленинчен ытларах пĕлетпĕр. Вăл вара сăвăсем те шăрçалать, вĕсем валли кĕввине те хăех хайлать иккен. Руфина Смирнован (Йăлмахва), Александр Кутузовăн (Йỹç Шăхаль), Георгий Перьевăн юррисене чăваш эстрада çăлтăрĕсем те шăрантараççĕ. Ятарлă музыка пĕлĕвĕ илнĕ, çак енĕпе чылай çул ĕçлекен, районĕпе паллă çынсемпе пĕрлех çамрăксем те хăйсен сассисене пачĕç. Анат Тимĕрчкасси каччи Валерий Галкин, Урмаелĕнчи Марсель Сахров, Çĕнĕ Шăхранти Александр Карзаков, Леонидпа Андрей Майоровсем (Çĕнĕ Мăрат), Ольга Буслаева (Комсомольски) музыка анинче пуçламăш утăмсем çеç тăваççĕ-ха, çапах вĕсен юррисене куракансем ăшшăн, тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Юррисем тĕрлĕ тематикăллă, тĕрлĕ стиллĕ пулнипе, нумайăн хутшăннипе жюри членĕсене те вĕсене хаклама çăмăлах пулмарĕ-тĕр. "Чи лайăх композитор" ята Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн музыка учителĕ Г.Перьев тата Асанкассинчи И.Портнов тивĕçрĕç. "Чи лайăх юрăç" _ Т.Макарова. Йăлмахвари Р.Смирнова вара _ "Юрă валли сăвă чи лайăх çыракан". Н.М.Чапрасова ерт-се пыракан ачасен "Солнышко" ушкăнĕ "Чи лайăх ансамбль" номинацире çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Асăрхарăр-и, "чи-чи" ята илнисем хушшинче пурте _ музыкăра ятарлă пĕлỹ илнисем, чылайранпа юрă-кĕвĕ çыракансем, урăхла каласан, ассем. Ку питĕ лайăх. Тин çеç пуçламăш утăмсем тăвакан çамрăксем вĕсемпе танлашайманни куçкĕретех. Çапах та вĕсем хушшинче те питĕ пултаруллисем, мал ĕмĕтлисем пур. Пĕрне те вырăн тивĕçмерĕ. Пĕчĕк парне е грамота та пулин лекмерĕ. Тен, вĕсем валли те пĕр-пĕр уйрăм номинаци тумалла, калăпăр, "Чи çамрăк композитор" е "Çĕнтерỹ патне ăнтăлнăшăн". Е ытти фестивальсенчи пек, çулсен чиккисене палăртмалла. Калăпăр, 17_30 çулччен, 30... тата ытти çулсенчисем хушшинче. Ан тив, вĕсен сăввисем яках мар, пур сăмахĕ те рифмăланмасть е кĕвви шайлашуллах мар пултăр. Çапах яшсемпе хĕрсен хайлас ăнтăлăвĕ питĕ пысăк. Çитес фестивальсене хатĕрленнĕ чух çакна культура пайĕ, жюри членĕсем шута илеççех пуль тетĕп. Çамрăксемшĕн кỹренмелле. Асанкассинчи культура çурчĕ Шупашкарти "Дорисс-нефтепродукт" ООО директорне В.Г.Широкова сасă колонкисем, зала валли чаршав туянса панăшăн, Асанкасси ял администрацине чỹрече, алăк каррисем туянма пулăшнăшăн тав тăвать.


"Каçал Ен"
24 ноября 2004
00:00
Поделиться